Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанкасси пăхаттирĕ

17 октября 2009 г.

Кашни ачан шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн умне тĕллев лартмалла та ун патне талпăнмалла тенине лайăх ас тăватпăр. Ман шутпа, тĕллев палăртса ун патнелле çирĕппĕн утакан кăна чăн-чăн çын пулма пултарать.

Пирĕн пуласлăх ачасенче, тетпĕр. Апла пулсан малашлăх япăхах пулас пек туйăнмасть. Мĕншĕн тесен çĕнĕ шухăшлă, ĕмĕтлĕ, тĕллевлĕ те пултаруллă çамрăксем нумай. Сăмахăм паян Асанкасси каччи Николай Миронов пирки пырать.

Асанкасси тăрăхĕ чаплă спортсменсемпе пуян. Унта пурăнакансем тĕрлĕ енĕпе палăрнисемпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — Н. Миронов.

Коля Асанкасси вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренет. Кашни самантне хаклама пĕлет вăл. Пушă вăхăтра ашшĕпе амăшне хуçалăхри килти ĕçсене тума пулăшать. Çав хушăрах волейбол, футбол, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, шахмат тата ытти секцисене те çÿрет, хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать. Сăмах май, ашшĕпе амăшĕ, Татьяна Васильевнăпа Виталий Николаевич, «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хураççĕ. Кольăна мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма, вăхăта усăллă ирттерме хăнăхтараççĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен чи пирвайхи ăмăртăвне каччă 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне хутшăннă. «Пĕрремĕш спорт тупăшăвĕ халĕ те куç умĕнчех. Паллах, кашни кĕрешÿ кăмăла туптать. Выляса ярсан та, çĕнтерсен те — ăмăрту хыççăн тренерпа канашлатпăр, малашнехи тĕллевсене палăртатпăр», — тет Коля хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса. Вăл шкулти спорт секцисене пĕр сиктермесĕр çÿрет. Унăн аслă тренерĕ — Геннадий Николаевич Петухов.

Тренерăн пуринпе те тĕплĕн шутласа ĕçлемелле. Çамрăксене паллă спортсменсем пирки каласа ăнлантарни вĕсен ăшĕнче чаплă ĕмĕт çуратать. Çав çынсем пекех пулма хистет.

Коля Миронов пĕрремĕш хут кĕрешÿ кавирĕ çине тухнăранпа 7 çул иртрĕ. Çак тапхăрта çамрăк ырми-канми тăрăшнă, аталаннă, спорт вăрттăнлăхĕсемпе те паллашнă. Тăрăшни сая кайман, теççĕ халăхра. 2005 çулта Николай ирĕклĕ майпа кĕрешсе район чемпионĕ ятне тивĕçнĕ. Каярахпа, 2007 çулта, вăл ирĕклĕ майпа кĕрешсе 63 килограмлисем хушшинче республика чемпионĕ те пулса тăнă. Çавăн пекех 2008 çулта Атăл-çи федераллă округĕ Чĕмпĕр хулинче йĕркеленĕ ăмăртăва та хутшăннă çамрăк каччă. Унта 18 облаçпа республикăсенчен темиçе çĕр ытла спортсмен пулнă. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш 6-мĕш вырăна тухнă. Акă, кăçал октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкар хулинче иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне хутшăнса 76 килограмлисем хушшинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Асанкасси ял каччишĕн ку – пысăк çитĕнÿ.

Н.Миронов тата районта иртекен ытти ăмăртусене те хутшăнать. Волейбол, футбол вăййисене те кăмăллать. Кире пуканĕ йăтса ял поселенийĕнче иртекен Акатуйра куракансене хăйĕн йĕри-тавра пухнăччĕ, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕччĕ. Çавăн пекех Николай ал вăйĕ виçекенсен (армреслинг) ăмăртăвĕсенчен те юлмасть.Çак енĕпе те япăх мар кăтартусем тунă. Мĕн пуррипе çырлахмасть вăл. «Усăллă пурăнмалла, чăтăмлăхпа вăхăтран вăйли ним те çук», — тет çамрăк спортсмен малалла шанчăкпа пăхса.

Шахматла та вылять каччă. «Кампа вылать-ши?», — кăсăклантăм эпĕ. «Компьютерпа», — хуравларĕ мана аслă тренер Г.Петухов. «Халиччен тунă ÿсĕмсене çирĕплетсе хăвармалла, çĕнĕрен те çĕнĕ пултаруллă спортсменсене вĕрентсе хатĕрлемеллле», — пĕлтерчĕ мана хăйĕн ĕçне чунтан парăннă учитель. Вăл çак ĕçре 28 çул тăрăшать.

Г.Н.Петухов чăннипех те пысăк ĕç тăвать. Ÿсекен çамрăк ăру унпа спорта юратма хăнăхать, ăсталăха туптать. Спорт секци-йĕсене çÿрекенсен йышĕ те кашни çул хутшăнсах пырать. Асанкасси вăтам шкулĕнчи спортсменсем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ирттернĕ ăмăртусенчен яланах аван кăтартупа таврăннă. Тата ытти тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса пысăк çитĕнÿсем тунă.

Çамрăк спортсменран «Саншăн мĕн вăл пурнăçра чи хакли;»— тесе ыйтсан, Коля пĕр шутласа тăмасăрах çапла каларĕ: «Аттепе-аннешĕн, çĕршывшăн усăллă çын пулни». Коля, ĕмĕтÿсем пурнăçланса пыччăр!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика