07 октября 2009 г.
Асанкассинче спорта тата физкультурăна юратакан çынсем нумай. Вĕсем районта, республикăра ирттерекен тĕрлĕрен ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Кунта, паллах, физкультура учителĕн Г.Н.Петуховăн тÿпи пысăк. Вăл шкул ачисем пушă вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе ырми-канми тăрăшать.
Акă, çак шкулта вĕренекенсем октябрĕн 1—2-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне хутшăннă, унта пурĕ 18 команда пулнă. Петр Бурмаков (85 кг) хăйĕн виçеллисем хушшинче республикăра 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Максим Максимов та япăх мар кăтарту тунă. Пирĕн район командишĕн Урмаел каччи Азат Тукаев та кĕрешнĕ.
Тăрăшнипе тата çине тăнипе район команди республикăра 2-мĕш вырăн йышăннă. «Эпир ку çитĕнÿпе кăна лăпланмастпăр-ха», — тет аслă тренер Геннадий Николаевич, малашлăха çирĕппĕн пăхса.
Источник: "Каçал Ен"