02 апреля 2008 г.
Александровка ял поселенийĕнче пурĕ 5 культура çурчĕ, 3 библиотека. Вĕсенче 10 специалист ĕçлет. Ĕçтешсем пĕр-пĕрин хушшинче туслă пурăнаççĕ. Ĕлĕкхи ватăсем "Пĕрлĕхре - вăй" тесе каланине тĕпе хурса пĕтĕм мероприятие пĕрле ирттерме тăрăшаççĕ. Тăтăшах районти тĕрлĕ смотр-конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ. Александровка ял поселенийĕнчи культура ĕçченĕсем вырăнта та тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Ял çыннисен канăвне усăллă ирттересси вĕсен тĕп тивĕçĕ пулнине асра тытаççĕ. Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Ф.Волков та культура пурнăçĕпе тăтăшах интересленет, ĕçченсене хавхалантарсах тăрать. Кашни уйăхрах ĕçлĕ канашлу йĕркелет. РФ Президенчĕ В.Путин хушăвĕпе мартăн 25-мĕшне Культура ĕçченĕсен кунĕ тесе палăртнă. Çак кун ял поселенийĕн пуçлăхĕ культура ĕçченĕсене хăй патне ĕçлĕ ларăва пуçтарчĕ. Чи малтанах 1-мĕш кварталта пурнăçланă ĕçсене сỹтсе яврĕç, çитменлĕхсене палăртса хăварчĕç, тĕллевсене тишкерсе тухрĕç. Валерий Федорович уяв ячĕпе саламларĕ, малашне татах та ăнăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх, телей сунчĕ. Ун хыççăн культура ĕçченĕсем тĕрлĕ вăйă-конкурссем ирттерчĕç. Тĕл пулу пуриншĕн те хаваслă та усăллă пулчĕ.
Источник: "Каçал Ен"