Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛЕМЕЛЛИ ТАТАХ ПУР-ХА

27 февраля 2008 г.

"Искра" ял хуçалăх кооперативĕ - ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Иртнĕ çул вăл ял хуçалăх продукцине 13 миллион та 186 пин тенкĕлĕх туса илсе сутнă. Уйрăмах сĕт (6 миллион тенке яхăн), аш-какай тата çĕрулми 3 миллион тенке яхăн тупăш панă. Таса тупăш 3 миллион та 254 пин тенкĕпе танлашнă. Хуçалăхăн пысăк парăмсем çук. Кунта вăй хуракансем уйăхра вăтамран 4696 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Ку сахалах мар. Колхоз кредитсемпе анлă усă курать. Унсăр мĕнле-ха? Çĕр пулăхлăхне ỹстермелле, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянмалла, пахалăхлă вăрлăх кирлĕ тата ытти те. Хуçалăхăн отчетлă пухăвĕнче калаçу хĕрỹ пулчĕ. Тĕп специалистсем отчет тунă май малашнехи тĕллевсене анлăн палăртрĕç. Вĕсен сăмахĕсене колхоз председателĕ В.П.Краснов пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр колхоз çĕнĕ ферма туса пĕтернĕ. Унта выльăхсен продуктивлăхне ỹстерме майсем çителĕклĕ. Колхоз правленийĕ ĕç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе тунă утăмсене, малашнехи тĕллевсене хуçалăх ĕçченĕсем "вăтам" хак пачĕç. Апла пулсан ĕçлемелли татах та пур-ха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика