06 октября 2007 г.
Александровка ял поселенийĕнче Ваттисен кунне ирттерме тĕплĕн хатĕрленчĕç. Админстраци пуçлăхĕ В.Ф.Волков малтанах культработниксемпе уява епле ирттересси çинчен канашларĕç. Вĕсем кашни ялтах уявра концерт лартма килĕшсе татăлчĕç. Киров поселокĕнче сентябрĕн 30-мĕшĕнче ваттисен кунне ирттерчĕç. Е.Н.Албутова уява уçса ватăсене саламларĕ, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. Уявра концерт питĕ кăмăлăла каймалла пулчĕ. Малалла пурте сĕтел хушшине ларчĕç. В.Ф.Волков, ваттисен совечĕн председателĕ сăмах каларĕç, саламларĕç. Кăçал ытти çулхисенчен сахалрах çын пуçтарăннă пулин те, вĕсен сăн-питĕнче савăнăç çиçсе тăни курăнчĕ. Уяв сĕтелĕ хушшинчен тухсан вĕсем юрларĕç, ташларĕç, кăмăл тулличчен калаçрĕç. Уява лайăх хатĕрленсе хавас ирттерме пултарнăшăн культработниксене чĕререн тав турĕç.
Источник: "Каçал Ен"