19 сентября 2007 г.
Луцки салинче пурăннă Николай Степанович Соколов таврара хисеплĕ çын пулнă. Хăй вăхăтĕнче лесникре ĕçленĕ, хурт-хăмăр пăхнă, тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тăван çĕршывăн Аслă Аттеллĕх вăрçине вăл 1943 çулхи чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче кайнă. Разведчика хăюлăхпа паттăрлăхшăн темиçе хут та орден-медальпе наградăланă. Вăрçă вĕçленсен, ентешĕмĕр тăван çĕре таврăнать. Мăшăрĕпе тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. 1945 çулхи ака уйăхĕнче ентешĕмĕр службăра тăнă стрелоксен 211-мĕш дивизи командирĕн хушăвĕпе паттăр салтака III степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă пулнă, иккен. Иртнĕ кунсенче, 62 çул иртсен, районти çар ĕç комиссариатне награда çитнĕ. Шел пулин те, Николай Степанович Соколов хăй çак кунччен пурăнайман. Çавна май район пуçлăхĕ Г.Волков ордена тата унăн удостоверенине паттăр салтак ывăлне Виктор Николаевича панă. Çак ятпа ăна çар комиссарĕ А.Маурин, Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Волков та саламланă.
Источник: "Каçал Ен"