05 сентября 2007 г.
Кивĕ Сĕнтĕр шкулне те уяв тумĕ тăхăннă, хаваслă сăн-питлĕ ачасемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем васкарĕç. "Хаваслă шăнкăрав" уявне Л.Н.Владимирова учительница уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Акă, пĕрремĕш классем пĕр рете тăрса тухнă, кăçал вĕсем 6 ача. Вĕсене Лидия Николаевна Владимирова учительница вĕрентме пуçлĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчен килнĕ С.В.Краснова, Р.Г.Тарасова, И.А.Смирнова, С.В.Петрова учительсем те ачасене ырлăх-сывлăх сунчĕç, тăрăшса вĕренме, пултаруллă та вăй-халлă пулма хушрĕç. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче палăрнисене Хисеп грамотисем парса чысларĕç. Çавăн пекех А.А.Петрова пенсионерка (çак шкултах ĕçленĕ), А.Ф.Маркова пĕрремĕш пионер, ачасен ашшĕ-амăшĕсем те тухса калаçрĕç, вĕренỹре ăнăçу сунчĕç. Ачасем те уяв ячĕпе сăвăсем каларĕç, юрă юрларĕç. Акă, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕрремĕшсене Л.Н.Владимирова учительница пуçласа класа илсе кĕчĕ.
Источник: "Каçал Ен"