21 июля 2007 г.
Çĕнĕ Сĕнтĕрте кун пек хаваслă та чаплă уяв тахçанах пулман. Хуçалăх ертỹçи Анатолий Егорович Потемкин Питрав кунне уявласси çинчен пĕлтерсен хăш-пĕрисем кăмăлсăр пулчĕç. Анчах та йĕркелỹ ушкăнĕ хăйĕн ĕçне пуçласан ял вĕлле пек сĕрлеме тытăнчĕ. Мĕнле-ха унсăр? Урам, çурт, хуçалăх - пурте конкурса хутшăнать-çке-ха. Кĕтнĕ кун çитрĕ. Урамсенче çынсем ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса клуб еннелле утрĕç. Кунта шкул çулне çитмен ачасем те, шкул ачисемпе яш-кĕрĕм те, çи-тĕннисем те, патак çине таяннă ватăсем те пур. Вĕсем пурте ĕлĕкхилле - чăваш çи-пуçне тăхăннă. Çамрăкраххисем ваттисенчен канаш ыйтаççĕ. Часах автобус çитрĕ. Виталий атте Павар çырминчи çăла тасатма килчĕ. Ăна çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унтан пĕтĕм халăх урампа çăл патнелле утрĕ. Кун чухлĕ çын Çĕнĕ Сĕнтĕрте ял пуçланнăранпа та пулман тăр (сăмах май, ял 1928 çулта аталанма пуçланă). Çăл патĕнчи халăх умĕнче кĕлĕ вуласа пĕтĕм йăла-йĕркине тунă хыççăн хĕрес тытнă ушкăн ялалла çул тытрĕ. Виталий аттене ăсатса янă хыççăн ватти-вĕтти пурте вăйă картине тăчĕ. Çепĕççĕн те мăнаçлăн янрама пуçларĕ вăйă юрри. Чи малта пĕчĕк ачасемпе çамрăксем, унтан вăйă калакан çамрăксемпе çулсенчисем, курма çеç пынисем те вĕсен хыççăнах пыраççĕ. Ĕлĕк вăйă пулнă вырăна çитсен, чăваш кĕписем тăхăннă хĕрсемпе каччăсем карталанса пĕр-икĕ çаврăм тусан, ташлама тытăнчĕç. Урам кĕрлесе çеç тăрать. Пĕр вăхăт ташланă хыççăн халăх вăйă каласа уяв ирттерме палăртнă вăрман уçланкине çул тытрĕ. Кунта çитсен те ташласа илмесĕр чăтаймарĕç пухăннисем. Уяв малалла тăсăлать. Сцена çинче пирĕн уяв хуçисемпе хăнасем: "Родина" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Анатолий Егорович Потемкин, Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Валерий Федорович Волков, район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Михайлович Киргизов, "Слава" тулли мар яваплă общество ертỹçин çумĕ Анатолий Яковлевич Орлов, пирĕн ентеш, Валерий Владимирович Туркай поэт, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Анна Тимофеевна Ежергина, ялти ачасене вĕрентсе пенсие тухнă учительница Надежда Максимовна Зайцева. Хапăлласа йышăнчĕ пухăннă халăх вĕсен саламĕсемпе ыр суннисене. Римма Григорьевна Тарасова кĕскен ял историйĕпе паллаштарчĕ. Унтан ертỹçĕ хуçалăхра ырми-канми вăй хуракан ĕçченсене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысларĕ. Ялти чи нумай пурăнакансене те манман: Августина Архиповна Архипова 89 çул, Аркадий Николаевич Пудовкин 78 çул тултарнă. Кăçал ача çулĕ пулнине шута илсе чи çамрăк ачана - Аленăпа Алексей Петровсен Алина хĕрне (вăл уяв кунне шăп больницăран тухнă) те парне пачĕç. Хуçалăхсем хушшинче пынă конкурсра виçĕ номинаципе çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç: "Çамрăк çемье - çĕнĕ çурт" - Инна Алексеевнăпа Александр Павлович Тимофеевсем, "Типтерлĕ хуçалăх - чечеклĕ пахча" - Валентина Тимофеевнăпа Сергей Викторович Зайцевсем, "Çирĕп хуçалăх - ĕçчен хуçасем" - Александра Николаевнăпа Аркадий Анатольевич Зайцевсем тивĕçрĕç. Уяв малалла тăсăлать. Сцена çине ушкăн хыççăн ушкăн тухать, пĕр юрăç тепĕрне улăштарать, вăрман уçланкинче юрăпа ташă кĕвви сарăлать. Куракансене уйрăмах Çĕнĕ Сĕнтĕр клубĕ çумĕнчи "Кĕтне хĕрĕсем" фольклор ушкăнĕ, Александровка ял поселенийĕн культура ĕçченĕсен ансамблĕ, Галинăпа Валерий Ванюркинсем, Александр Тарасов, Елена Александрова, Оксана Ласточкина, Елена Гордеева, пĕчĕк Ксения Буланкова юрри-ташши кăмăла кайрĕ. Пĕтĕм программăна хăйĕн çепĕç те кăмăллă сассипе Вера Тарасова ертсе пычĕ. Çакăн пек хаваслăхра Валерий Туркай та чăтаймарĕ, сцена çине сиксе тухрĕ, чăваш юррисене купăспа выляса шăрантарчĕ. Апат çинчен те манман ертỹçĕсем. Тараватлă поварсем ретсем хушшипе çỹресе куракансене кăпăклă сăрапа сăйлаççĕ, сĕтел хушшинче тутлă шỹрпе çисе пăхма май пур. Уявăн тепĕр пайĕ пуçланасси çинчен пĕлтерчĕ ертсе пыракан. Спорт вăййисем пуçлансан кĕрлерĕ çеç уçланкă. Кире пуканне йăтассипе Василий Голландцева çитекенни пулмарĕ - 100 хутчен çĕклерĕ вăл ăна. Ун хыççăн Александр Филиппов - 41, Сергей Филиппов - 28 пулчĕç. Шашка вăййинче Виталий Тимофеев, Сергей Зайцев, Николай Игнатьев палăрчĕç. Хĕрарăмсемпе хĕрсем калуш ывăтнă çĕрте черет тăрсах тупăшрĕç. Оксана Ласточкинăна çитекенни пулмарĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ çĕрте вара хĕрсех кайрĕç. Питĕ вăйлă тупăшуçăсем тĕл пулчĕç, пĕри теприне парăнасшăн мар. Александр Филиппова çитекенни пулмарĕ, така çĕнсе илчĕ. Вĕрен туртнă çĕрте кинсемпе хĕрсем, унтан ывăлĕсемпе кĕрỹсем тупăшрĕç. Ывăнса та çитрĕç пулĕ пурте - туслăх çĕнтерчĕ тесе йышăнчĕç. Тата чылайччен кĕрлерĕ уяв уçланки юрă-кĕвĕпе. Тепре вăйă картине тăрса вăйă вĕçленĕ йăлана ирттерсен, выльăх-чĕрлĕхе пăхма килĕсене саланчĕ ял-йыш. Хĕвел анса каç та пулчĕ. Уяв программи малалла тăсăлать. Халĕ халăх Шупашкартан килнĕ артистсене курма пухăннă. Ял çыннисене савăнтарма хамăр ял кĕрỹшĕ Григорий Вакку, Лидия Васильева, Алина Михайлова, Валерий Дмитриев çитрĕç. Уяв хĕрсе çитсен тỹпере салют ялкăшма пуçларĕ. Çур çĕр иртиччен янăрарĕ илĕртỹллĕ кĕвĕ клуб умĕнчи сцена çинчен. Концерт пĕтсен те чылайччен савăнчĕ ял халăхĕ - дискотекăра ташларĕ. Уява вĕçлесе пынă май хуçалăх ертỹçи А.Е.Потемкин пурне те тав сăмахĕ каларĕ, кашни çулах Питрав кунĕ уяв ирттересси, ăна ял уявĕ тăвасси çинчен тепĕр хут çирĕплетсе хăварчĕ.
Источник: "Каçал Ен"