10 января 2007 г.
Пĕлтĕрхи çул юлашки моделлĕ библиотека Александровка ялĕнче уçăлчĕ. Шучĕпе вăл 12-мĕш пулчĕ. Библиотека тата çĕнĕ кĕнекесемпе, дисксемпе пуянланчĕ. Чи пахи - компьютер, сканер, принтер, DVD-аппаратура, телевизор вырнаçтарни. Кусем пурте ЧР Президенчĕн указĕпе, ятарлă сертификатпа килнĕ. Савăнăçлă уява Александровка культура çурчĕн директорĕ Е.Албутова ертсе пычĕ. Малтанах вырăнти поселени пуçлăхĕ В.Волков сăмах каларĕ. Районти культура пайĕн начальникĕ В.Васильев, "Слава" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ А.Потемкин ял халăхне çак çĕнĕлĕх ячĕпе саламларĕç. Анатолий Егорович пушă алăпа килмен, библиотекăна кресло парнелерĕ. Вулакансем ячĕпе А.Алексеев, А.Грачев, шкул ачисенчен Настя Кокшина тухса калаçрĕç, моделлĕ библиотека уçăлнăшăн савăннине пĕлтерчĕç. Библиотека заведующийĕ В.Потапова та ЧР Президентне, район администрацине, ял поселенине чĕререн тав турĕ. Моделлĕ библиотека уçăлни ачасемшĕн уйрăмах паха пулчĕ. Компьютерпа тĕрлĕ вăйăсем выляма та, интереслĕ хыпарсем илме те пулать. Телевизорпа видеомагнитофон вара тĕрлĕ фильмсем курма май параççĕ. Дисксем çинче вĕрентỹпе, спортпа, культурăпа çыхăннă киносем пур. Илемлĕ фильмсем те пăхма пулать. Район пуçлăхĕ Г.Волков малашне те çакăн пек библиотекăсем уçас тĕллевлине палăртрĕ.
Источник: "Каçал Ен"