Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра кашни маттур, шавлăн иртрĕ Акатуй

17 июня 2021 г.

Акатуй — çураки ăнăçлăн вĕçленнине сăнарлакан, авалтан пыракан савăнăçлă уяв. Мĕн ĕлĕкренех çураки вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшса ĕшеннĕ çĕр ĕçченĕсем ака ĕçĕсем пĕтсен çăмăллăн сывласа ярса Акатуйра чун каниччен савăннă. Халĕ те çак йăла хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Паянхи кун та Акатуй тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисемшĕн çулталăкри чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри.
Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ кăçал июнĕн 12-мĕшĕнче Комсомольскинчи вăрман хĕрринче иртрĕ. Уяв вырăнне çитсенех таврари илем куç умне пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни ял тăрăхĕ ялсенчи пурнăçа сăнлакан хăна çурчĕ хатĕрленĕ. Мĕн кăна çук пулĕ вĕсенче;! Аваллăхра кил таврашĕнче усă курнă япаласем, савăт-сапа, чăваш халăх тумĕсем, тĕрĕсем… Сĕтелĕсем тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕçпе иртен-çÿренсене илĕртеççĕ. Çакăнтах вырăнти ăстасен ĕçĕсемпе те паллашма пулать. Тĕрлесе, çыхса, йывăçран касса кăларса, вĕт шăрçапа илемлетсе тата ытти техникăпа усă курса хатĕрленĕ япаласем «Ăстасен хулинче» кашнин кăмăлне кайрĕç. Уяв курма пуçтарăннисем Герман Зайцевăн, Валентина Самаркинан, Ольга Николаеван, Людмила Григорьеван, Галина Зотован, Рушания Зинатуллинан, Гульнара Зарипован, Николай Таркинăн, Екатерина Миронован, Мария Ильязован, Антонина Трофимован, Ангелина Евсееван, Людмила Шорникован, Алина Афанасьеван, Зинаида Киргизован, Татьяна Малышеван, Любовь Петрован, Анастасия Алексееван, Луиза Скворцован, Галина Нестерован, Александр Браницынăн, Лейсан Зиатдинован, Ольга Еремееван ĕçĕсемпе чăннипех те тĕлĕнсе паллашрĕç, кашнине пысăк хак пачĕç. Вырăнти ÿнерçĕсем вара хăйсен пахалăхлă ĕçĕсемпе куракансене тыткăнларĕç.
Акатуй çулсеренех хаклă хăнасемсĕр иртмест. Кăçал та çĕр ĕçченĕсен уявне Шупашкартан тата республикăмăрăн тĕрлĕ районĕсенчен хăнасем килсе çитрĕç. Çав шутра: ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков тата Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов тата Юрий Попов, Йĕпреç, Канаш тата Елчĕк район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Игорь Семенов, Владимир Степанов тата Леонард Левый, Комсомольски районĕн ентешлĕхĕн представителĕсем Валери Туркай, Валерий Гордеев тата Анатолий Иванов. Çавăн пекех уява районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, районти депутатсен Пухăвĕн депута- чĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Вĕсем уява савăнăçлă лару-тăрура уçиччен район администрацийĕн çуртĕнче тĕрлĕ çулсенче района ертсе пынă пуçлăхсен портречĕсен куравне уçрĕç тата унпа паллашрĕç.
Кăçалхи çулталăка Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене халалланă май, уяв пуçламăшĕнчех районти культура ĕçченĕсем «Сăр хÿтĕ-лев чикки» театрализациленĕ представлени кăтартса пачĕç. Вăл пурин те чунне пырса тиврĕ, куракансене куççульлентерчĕ.
Акатуя уçса район пуçлăхĕ Ремис Мансуров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕç, уявра тулли кăмăлпа савăнса вăхăта хаваслăн ирттерме сунчĕç. Александр Николаевич кăçалхи çуракин кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Çапла кăçал пурĕ 16 пин ытла гектар çĕр çинче тĕрлĕ культурăсем çитĕнеççĕ, çав шутра 11 пин гектара яхăн çĕр çинче — çурхи культурăсем, 4 пин ытла гектар — кĕрхи культурăсем, 750 гектар — выльăх апачлĕх культурăсем.
Чи маттур та тăрăшуллă ĕçченсем тĕрлĕ наградăсене тивĕçрĕç. Ăнăçлăн ĕçлесе пырса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçине Рамис Хайртдинова ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата сехетпе чысларĕç. Республикăри агропромышленноç комплексне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн «Слава» ЯХПК председательне Михаил Буслаева тата «Родина» ООО хресчен /фермер/ хуçалăхĕн тĕп бухгалтерне Ольга Челаковăна РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене пачĕç. «Комсомольские овощи» агрофирмăн директор çумĕ Василий Андреев, «Труд» ЯХПКн техник-электрикĕ Элмир Гафуров, «Урожай» колхоз тракторисчĕ Геннадий Долгов, «Заря» ЯХПКн тĕп бухгалтерĕ Надежда Евдокимова, «Слава картофелю» ОООн ĕç тăвакан директорĕ Рамиль Идиатуллин, «Труд» ЯХПКн тĕп зоотехникĕ Минерифкат Минуллин, «Восток» ЯХПК бухгалтерĕ Алеся Михеева, «Урожай» колхоз механизаторĕ Александр Тарасов, «Восток» ЯХПКн кадрсемпе ĕçлекен специалисчĕ Людмила Трофимова, «Восток» ЯХПКн слесарь-ремонтникĕ Александр Ятманов ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
«Ял тăрăхĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн Р.А.Садртдиновăн хресчен /фермер/ хуçалăхĕн сварщикне Ирек Хабибуллина ялта çурт лартма е туянма социаллă пулăшу панине çирĕплетекен свидетельство пачĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорне Петр Краснова тата «Гидроингео» ООО директорне Геннадий Шурбина «Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята парса чысларĕç. Çавăн пекех Геннадий Шурбина тата Мария Самаринана «Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул» юбилей медалĕпе наградăларĕç.
Кăçалхи çуракинче уйрăмах тăрăшулăхпа палăрнă ĕçченсене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Механизаторсем хушшинче чи ăстисем çаксем пулчĕç: Данис Гайзатуллин тата Иван Тяканов /«Слава картофелю» агрофирма/, Владимир Ксенофонтов /«Искра» колхоз/, Александр Еремеев /«Победа» ЯХПК/, Олег Никитин /«Восток» ЯХПК/, Борис Чижиков /«Асаново» ЯХПК/, Владислав Мышкин /«Урожай» колхоз/, Минерамил Алимов /«Труд» ЯХПК/, Владимир Петрушкин /«Слава» ЯХПК/. «Урожай» колхоз водителĕ Алексей Миллин тата «Асаново» ЯХПК водителĕ Анатолий Салаев та хăйсен тăрăшулăхĕпе палăрнă.
Выльăх пăхакансем хушшинчи ăмăртура мала тухнисем те Дипломсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. Çав шутра: «Асаново» ЯХПКн сĕт сăвакан операторĕ- сем Вера Яковлева тата Наталья Белова, «Рассвет» ЯХПКн пăру пăхаканĕ Ольга Кузьмина, «Искра» колхозăн пăру пăхаканĕ Лариса Шемекеева, «Урожай» колхозăн выльăх пăхаканĕ Татьяна Никифорова, «Рассвет» ЯХПКн выльăх пăхаканĕ Алина Андреева тата «Рассвет» ЯХПКн техник-осеменаторĕ Петр Зверев.
Малалла сцена çине пултарулăх коллективĕсем тата уйрăм артистсем тухрĕç. Савăнăçлă юрă-кĕвĕ кунĕпех янăрарĕ. Акатуйăн чи асра юлнă саманчĕ вара джигитовка пулчĕ. Липецк облаçĕнчи Лебедянь хулинчен килнĕ спорт джигитовкин «Донские кони» центрăн «Степные лебеди» ушкăнĕ куракансене чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Çамрăк хĕрсем мĕн пĕчĕкрен лашапа çÿресе ÿснĕн туйăнать. Мĕн тĕрлĕ хускану тума пултараççĕ вĕсем утпа пынă вăхăтрах: йĕнер çине урапа хăпарса тăрса та пыраççĕ, чупакан лаша çинчен сиксе анса каялла хăпараççĕ, тĕрлĕ акробатика хăнăхтарăвĕсем тăваççĕ… Куракансем хăюллă хĕрсен номерĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Уявра сумлă жюри кашни хăна çуртне пăхса тухса чи лайăххисене палăртрĕ. Пĕрремĕш вырăна Элпуç тата Комсомольски ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсем йышăнчĕç. Вĕсем пуринчен те ытла куракансен кăмăлне кайрĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Тукай тата Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕсен, виççĕмĕш вырăнта Кайнлăк тата Хырхĕрри ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсем.
Еленăпа Геннадий Тимченкăсен Ыркăмăллăх фончĕ ирттернĕ конкурсăн çĕнтерÿçине — Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне — Нĕркеç вăтам шкулне валли хоккей коробки тума 1,5 миллион тенкĕлĕх сертификат пачĕç. Патшалăх Думин депутачĕ Н.В.Малов Нĕркеçри çамрăк хоккеистсене 10 комплект хоккей форми парнелерĕ.
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕçченсен паттăрлăхне тата Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтер- нĕренпе 76 çул çитнине халалласа районта иртнĕ культура мероприятийĕсен марафонне те пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Унта Шурут тата Урмаел ял тăрăхĕсен пултарулăх коллективĕсем мала тухрĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Асанкасси тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсем. Виççĕмĕш вырăнта — Чĕчкен тата Александровка ял тăрăхĕсем.
Акатуй, паллах, спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртмест. Пĕрене çинче михĕсемпе кĕрешесси, армспорт, кире пуканĕ йăтасси, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, пляж волейболĕ, мини-футбол тата ытти ăмăртусем питĕ хĕрÿ те интереслĕ иртрĕç. Мини-футбол вăййине выляса районти «Кĕтне» ФСК команди — 1-мĕш, Тукай Мишер вăтам шкул команди — 2-мĕш, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул команди 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Кире пуканĕ йăтассипе тупăшса арçынсем хушшинче Владимир Калашников /Комсомольски/ — 1-мĕш, Игорь Кузнецов /Нĕркеç/ — 2-мĕш, Михаил Смолин /Нĕркеç/ 3-мĕш вырăнсене тухса палăрчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Даяна Бачина /Комсомольски/ — 1-мĕш, Анастасия Ильина /Комсомольски/ — 2-мĕш, Арина Яковлева /Юнтапа/ 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Алă вăйне виçес тупăшура арçынсем хушшинче Ильшат Зарифзянов /Тукай Мишер/ — 1-мĕш, Рестем Ильясов 8/Урмаел/ — 2-мĕш, Александр Толмачев /Комсомольски/ 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Марина Белова /Асанкасси/ — 1-мĕш, Диля Мавлютова /Урмаел/ — 2-мĕш, Гелия Идиатуллина /Чĕчкен/ 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Волейбол вăййинче «Дубовка» команда — 1-мĕш, Шурут команди — 2-мĕш, «Звездочки» 3-мĕш вырăнсене выляса илчĕç.
Михĕпе кĕрешсе Риназ Багаутдинов /Тукай Мишер/ — 1-мĕш, Линар Галимзянов /Тукай Мишер/ — 2-мĕш, Камиль Идиатуллин /Чĕчкен/ 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
Ирĕклĕ майпа кĕрешсе 86 килограмран йывăртарах категорире Алексей Малышев /Çĕнĕ Мăрат/ 1-мĕш вырăн йышăнса така çĕнсе илчĕ, Валерий Белкин /Хирти Сĕнтĕр/ — 2-мĕш, Михаил Смолин /Нĕркеç/ 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 86 килограмм категорире Игорь Николаев /Аслă Чурачăк/ — 1-мĕш, Сергей Трофимов /Комсомольски/ — 2-мĕш, Евгений Хурасев /Тукай/ 3-мĕш вырăнсемпе палăрчĕç. 74 килограмм виçере Александр Анисимов /Хирти Шăхасан/ — 1-мĕш, Евгений Козлов /Тури Тимĕрчкасси/ — 2-мĕш, Радиф Мифтахутдинов /Урмаел/ 3-мĕш пулчĕç. 65 килограмм виçере Архип Анисимов /Хирти Шăхасан/ — 1-мĕш, Михаил Филиппов /Çĕнĕ Мăрат/ — 2-мĕш, Константин Данилов /Асанкасси/ 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 62 килограмран йывăртарах виçере Даниил Трофимов /Тури Тимĕрчкасси/ — 1-мĕш, Евгений Давыдов /Комсомольски/ — 2-мĕш, Раиль Алимов /Урмаел/ 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 62 килограмм категорире Архип Анисимов / Хирти Шăхасан/ — 1-мĕш, Дмитрий Герасимов /Асанкасси/ — 2-мĕш, Никита Миронов /Асанкасси/ — 3-мĕш. 56 килограмм категорире Максим Ильин /Комсомольски/ — 1-мĕш, Сергей Ильин /Асанкасси/ — 2-мĕш, Сергей Иванов /Тукай/ 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çавăн пекех пулă шÿрпин фестивалĕ, сунарçăсен биатлонĕ куракансене килĕшрĕç.
Уява пуçтарăннисем лашасемпе чупнине киленсех пăхрĕç. 2019 çулти Акатуйра çанталăк условийĕсене пула çакăн евĕр ăмăрту ирттерме май килмерĕ пулсан, кăçалхи ăмăртусем савăнтарчĕç. Патăрьел, Канаш районĕсенчен тата районти хăш-пĕр хуçалăхсенчен килсе çитнĕ спортсменсем лашасемпе чупса тĕлĕнтерчĕç. Ăмăртусенче П.Павлов, С.Пыркин, А.Пыркин, В.Маков, В.Краснов, А.Краснов палăрчĕç, парнесене тивĕçрĕç.
Ача-пăча валли те çак кун чылай интересли пулчĕ. Комсомольскинчи «Рябинушка», «Колосок» тата «Радуга» ача сачĕсенче тăрăшакансем шăпăрлансене валли кану вырăнĕ хатĕрленĕ. Унта ачасем кунĕпех тĕрлĕ вăйă выляса, ташласа савăнчĕç, вĕсене клоунсем тата та ытларах хаваслантарчĕç. Батутсем çинче те кунĕпех ачасен хаваслă сасси илтĕнсе тăчĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Урмаел, Тукай Мишер вăтам шкулĕ- сенче вĕренекенсем «Ÿсĕм вырăнĕ» центрăн хăйнеевĕрлĕхĕпе паллаштарчĕç, робототехника куравне пурне те йыхравларĕç.
Суту-илÿ точкисем вырнаçнă çĕртен те кунĕпе халăх татăлмарĕ. Комсомольски райповĕн ĕçченĕсем тата уйрăм предпринимательсем хăнасене тутлă шашлăкпа, кукăль-пÿремечпе, чейпе тата ытти ĕçме-çимепе сăйларĕç. Кунтах вак-тĕвек япаласем сутакансем те пулчĕç.
Пĕтĕмлетсе каласан, уяв питĕ хаваслă, асра юлмалла иртрĕ. Кашниех кунта кăмăл туличчен савăнма, хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. Çынсем килелле савăк кăмăлпа утрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика