18 февраля 2021 г.
Февралĕн 10-мĕшĕнче Александровка ял тăрăхĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ. Малтанах артистсем пухăннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов килнĕ хăнасемпе тата пуху йĕркипе паллаштарчĕ.
Поселени пуçлăхĕ Любовь Полякова администраци иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсем çинчен тĕплĕн отчет турĕ. Халăх ял тăрăхне хăтлăлатассинче тирпей-илем кĕртес ĕçе йĕркелесе активлă хутшăннине палăртса хăварчĕ вăл. Кăçал пурнăçлама план тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кивĕ Сĕнтĕрте фельдшер çук. Унти фельдшерпа акушер пункчĕ валли çĕнĕ çурт тăвассине плана кĕртнĕ. Çĕнĕ Сĕнтĕрти клубра юсав ĕçĕсем тумалла, палăка хăтлăлатмалла. Кироври клуб-музейри юсав ĕçĕсем тата масар лаптăкне пысăклатмалли çинче те чарăнса тăчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Ял ыйтăвĕсене тивĕçтермелли налук виçи пирки те канашларĕç пухура.
Малалла районтан килнĕ специалистсем сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсен ĕç сферисенчи ĕç-хĕлпе тата улшăнусемпе паллаштарчĕç, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансене урамри çул-йĕрĕн тата Кĕтне пĕви çинчи тасатакан сооруженийĕн пуласлăхĕ, пусăсем типнĕ пирки шыв ыйтăвĕ пăшăрхантарчĕ. Çуркунне çывхарни шыв-шур темине татах та çивĕчлетет. Гидротехника сооруженийĕсене вăхăтра юсани шар курассинчен тата пысăк тăкаксенчен упранине манмалла мар. Тата çывăх вăхăтра татса пама тăрăшмалли çивĕч тепĕр ыйту — Александровка ялĕнчен аслă çул çине илсе тухакан автоçул тăваткалĕнче светофор кирлех. Ыйтусем çине тулли ăнлантарусем пачĕç пуçлăхсем. Александр Осипов çивĕч проблемăсене татса парассине, ĕçсем мĕнле пурнăçланнине хăй тĕрĕслеме шантарса каларĕ.
Пухăва пĕтĕмлетсе Александр Николаевич халăха Комсомольски районĕн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе, 2020 çулти çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ тата кăçал пурнăçа кĕртмелли плансене палăртрĕ. Унсăр пуçне ял территорийĕсене аталантармалли комплекслă плана та уçăмлатрĕ вăл.
Çивĕч ыйтусене пуçтарăнса сÿтсе явни халăхпа влаç органĕсен хутшăнăвне çирĕплетет. Пĕр-пĕрне ăнланса, канашласа ĕçлени ĕç пахалăхне ÿстерме, малашнехи аталану çул-йĕрне палăртма пулăшать.
Источник: "Каçал Ен"