Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕт пурнăçланнăшăн савăнаççĕ

19 июня 2018 г.

Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакансем çак куна тахçантанпах кĕтнĕ. Июнĕн 15-мĕшĕнче Хырай Ĕнелĕнчи культура çурчĕн пĕрремĕш кирпĕчĕсене савăнăçлă лару-тăрура хучĕç.
Асăннă пулăма Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай тата Хырай Ĕнелĕнче, таврари ялсенче пурăнакансем хутшăнчĕç.
Çĕнĕ культура çурчĕ купалама пуçланă ятпа юрри-ташши те пулчĕ. Александровка ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем савăк юрăсемпе, «Островок» ташă ушкăнĕ илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕ.
Александровка ял тăрăхĕнче пурăнакансем культура çурчĕ хута каясса чăтăмсăррăн кĕтни иккĕлентермест. Хырай Ĕнелĕнче 20 çул культура çурчĕ ĕçлемен. Çавăнпа та кăçалхи кĕркунне çĕнĕ культура керменĕ ял çыннисем валли алăкĕсене уçасса кашниех кĕтет. Хырай Ĕнелĕнчи культура çурчĕ 150 вырăнлă пулĕ. Ăна хăпартма, хута яма республика, район бюджетĕнчен 16 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительство ĕçĕсене «Строительная компания «Шыгырданы» ООО пурнăçлать.
Нина Яковлевна Зайцева, ĕç ветеранĕ
— Ялта культура çурчĕ хута каясса пур йышпа пĕрле кĕтетпĕр. Никĕс янă çĕре ялĕпех пуçтарăнтăмăр. Ватти те, çамрăкки те, ачасем те тухрĕç унта. Тĕслĕхрен, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорĕнче чылай çул ĕçленĕ Николай Краснов çулĕсене пăхмасăрах, вăл 94 çулта, уява хутшăнчĕ. Ахальтен мар вăл, Чăваш Республикин Пуçлăхне, район администрацине тав туса: «Ĕмĕт пурнăçланать. Тавах сире! Çак саманта миçе çул кĕтмен пулĕ. Ял-йышшăн чунтан савăнатăп», — терĕ. Хырай Ĕнелсем чăннипех те хĕпĕртесе калаçаççĕ. Малашне вăхăта усăллă та хаваслă ирттерессе шанаççĕ. Культура çурчĕ — пĕрле пухăнса калаçмалли, юрламалли, ташламалли вырăн-çке. Çавăнпа та строительсем ĕçе вăхăтра вĕçлессе, культура çурчĕн алăкĕсем пирĕншĕн яланлăхах уçăласса кĕтетпĕр.
А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика