25 мая 2018 г.
Майăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин суту-илỹ тата промышленноç палатинче "Бизнесри хĕрарăмсем" республикăри форум иртнĕ. Ăна Раççей Предпринимательлĕхĕн кунне халалланă. Шăпах форумра тĕрлĕ сферăра маттур тăрăшакан пултаруллă хĕрарăмсене чысланă.
Асăннă форума пĕчĕк предприниматательство ĕçĕнче маттур ĕçлесе пыракан Алина Зайцева та хутшăннă. Алина Геннадьевна предпринимательствăра пуçласа утăмсем тăвакансен йышĕнче мар, вăл ĕçе пуçăннăранпа 11 çул çитнĕ. Алина районта пуçласа чечексен "Орхидея" салонне уçнине кашниех ас тăвать. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те район çыннисене тивĕçтерекен чечексен салонĕ вăй илсе пыни куç умĕнчех. "Орхидея" салонта букет тумалли, килте, урамра ỹстермелли чечексем, тĕрлĕ чечек, пахча çимĕç вăррисем, виноград тĕммисем тата пахчара кирлĕ ытти хатĕр-хĕтĕрсене сутаççĕ. Салонта çулталăкĕпех чуна илĕртекен чечек çыххисем сĕнеççĕ.
Алина Зайцева предпринимателĕн тĕллевĕ - туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтересси. Çавна май вăл час-часах ятарлă вĕренỹ курсĕсенче ăсталăхне ỹстерет, мастер-классене хутшăнать, конкурссенче тупăшма та вăхăт тупать.
Форумра Алина Зайцевăна Чăваш Республикинчи предпринимательсен правине хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн А.Н.Рыбаковăн Тав хучĕпе чысланă.
Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Валентина Курицына палăртнă тăрăх, Алина Зайцева хăйĕн ĕçĕнче çитĕнỹсем тунипе çеç çырлахмасть, вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать, спонсорла пулăшусем те сахал мар кỹрет.
- Пĕр сăмахпа каласассăн, вăл ĕçре маттур, килте - ăшпиллĕ хĕрарăм, хисеплĕ мăшăр, юратнă анне. Алина конкурссене хутшăнса çитĕнỹ туни, республика шайĕнче унăн тăрăшулăхне палăртни вара уйрăмах хавхалантарать, - терĕ Валентина Николаевна ентеш çитĕнĕвĕпе савăнса.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"