Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спартакиадăна пĕтĕмлетрĕмĕр

18 мая 2018 г.

Нумаях пулмасть вĕренỹ ĕçченĕсен профсоюз членĕсем хушшинче иртекен йăлана кĕнĕ спорт вăййисен спартакиади вĕçленчĕ. 2017-2018 вĕренỹ çулĕнче асăннă спартакиада спортăн 5 енĕпе иртрĕ: сĕтел çинчи теннис, шашка, пăшалпа пересси, шывра ишесси тата волейбол.

Спартакиадăна, яланхиллех, сĕтел çинчи теннисла вылянинчен пуçларăмăр. Унта 21 команда хутшăнчĕ. Хĕрỹ ăмăртура Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди иртнĕ çулсен чемпионне, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн ушкăнне, çĕнсе çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Тукай Мишер тата Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсен командисем.

Шашкăлла маттур вылякансем - Хирти Явăш тĕп шкулĕн команди. Асанкасси вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсен ушкăнĕсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Пăшалпа персе тата чи нумай очко пухса, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди мала тухрĕ. Командăшăн Г.Перьев, Л.Глинкина, Л.Яковлева вĕрентекенсем ăмăртрĕç. Хирти Явăш тата Александровка тĕп шкулĕсен ушкăнĕсем те лайăххисен йышĕнче.

Шурут вăтам шкулĕн ушкăнĕ: Н.Андреев, Е.Козлова, А.Лукина вĕрентекенсем - шывра ишессипе маттур. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Хирти Явăш тĕп тата Нĕркеç вăтам шкулĕсен командисем тивĕçрĕç. Сăмах май, асăннă спорт вăййине хутшăнакан командăсен шучĕ çулсерен ỹсет.

Вĕренỹ ĕçченĕсем хушшинче йăлана кĕнĕ тепĕр спорт вăййин тĕсĕ вăл - волейбол. Вăтам пĕлỹ паракан шкулсен тата "Кĕтне" спорт комплексĕн командисем хушшинче иртнĕ вăйăра "Кĕтне" команда малти вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче вара Комсомольски 2-мĕшпе Урмаел вăтам шку-лĕсен командисем пулчĕç. Тĕп шкулсемпе ача сачĕсен ушкăнĕсем те ăмăртусене тăтăшах хутшăнса сывлăхĕсене çи-рĕплетеççĕ. Малти вырăнсене палăртма вара, чăн та, питĕ кăмăллă. Ку ушкăнра Хирти Выçли тĕп шкулĕн команди - пĕрремĕш, "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн команди - иккĕмĕш тата Хирти Явăш тĕп шкулĕн команди - виççĕмĕш. Сăмах май каласан, хĕрарăмсем уйрăм команда йĕркелесе те тупăшрĕç. Асăннă ушкăнра Хирти Выçли тĕп шкулĕ мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Нĕркеç тĕп шкулĕн команди тивĕçрĕ пулсан, виççĕмĕш вырăнпа район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн команди палăрчĕ.

Юлашки çулсенче спартакиадăна ача сачĕсен коллективĕсемпе диагностикăпа консультаци центрĕн команди те активлă хутшăнма тытăнчĕç. 2017-2018 вĕренỹ çулĕнче спартакиада çĕнтерỹçи ятне Хирти Явăш тĕп шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди алăран вĕçертмерĕ. "Кĕтне" спорт комплексĕн команди - виççĕмĕш.

Н.МАКСИМОВ,

районти профсоюз организацийĕн президиумĕн членĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика