04 мая 2018 г.
Ялти культура çурчĕ паянхи кун кану вырăнĕ кăна мар, вăл - авалхи йăла-йĕркесене упраса хăварса вĕсене аталантарма тата çитĕнекен ăрăвăн культура шайне ỹстерме пулăшакан паха вырăн.
Чăваш Енре 2016 çултанпа культурăпа кану çурчĕсене тăвасси пырать. Ăна пуçараканĕ - 2015 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 168 номерлĕ "О мерах по развитию сети учреждений культурно-досугого типа в сельской местности" хушăвĕ. 2016-2017 çулсенче республика тата федераллă бюджетсем куçарнă нухратпа Елчĕк, Çĕрпỹ, Патăрьел, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Тăвай районĕсенче çĕнĕ 7 культура çурчĕ хута янă. Кăçалхи çул çакăн евĕр культура керменĕсем Элĕк, Патăрьел тата Йĕпреç районĕсенче çĕкленмелле. Районти Хырай Ĕнел ялĕнче те культурăпа кану çуртне кăçал хута яма палăртнă. Паянхи куна никĕс хывнă, ĕçсем малалла пыраççĕ.
2018-2019 çулсенче клуб çурчĕсем валли пурĕ 65,1 миллион тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 53,7 миллион тенки - республика бюджетĕнчен.
Унсăр пуçне 2018 çулта республикăри 33 культура çурчĕпе 24 клубра юсав ĕçĕсем ирттерме планланă.
Источник: "Каçал Ен"