Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннем чĕлхи чун савнă чĕлхе

24 апреля 2018 г.

Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ", - тенĕ Геннадий Волков ăсчах.

Ман шутпа, хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Сĕм авалтан чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнса пурăнма пулăшнă. Ун урлах эпир пурнăçа ăнланма тытăнатпăр, çутçанталăк илемне курма, туйма хăнăхатпăр, çав вăхăтрах шухăшлама та вĕренсе пыратпăр.

Эпĕ Тутарстан Республикинче çуралнă, апла пулин те кун-çул парнеленĕ çыннăмпа килте яланах чăвашла пуплетпĕр. Анне парнеленĕ чĕлхепе калаçса хамăн шухăш-туйăма палăртатăп, чуна уçатăп, кăмăла та çĕклетĕп.

- Хăйĕн тăван чĕлхине юратман çын, вăл çын та мар. Ашшĕ-амăшĕ пепкине чăвашла сăпка юрри юрласа сиктереççĕ пулсан, çав ача епле унăн ачашлăхне манма пултарĕ?! Нумайăшĕ вара тĕпренчĕкĕпе пĕчĕкренех вырăсла калаçма хăтланать, çавна май ачан чĕлхи хуçăлма тытăнать. Çавăнпа та ачана малтанах ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе таса та тĕрĕс калаçма хăнăхтармалла, ỹсерехпе ача хăй чун суйланă, юратнă чĕлхипе калаçма тытăнĕ, - тет мана анне яланах.

Чăваш çĕршывĕ - çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах çĕршывĕ. Унăн паянхи кун хăйĕн музыки, ỹнерĕ, театрĕ тата ытти те пур. Чăваш Наци радиовĕпе Наци каналне питĕ кăмăллатăп. Вĕсем пурри, ман шутпа, халăхăн чунĕ хавшаманнине палăртакан япала. Чунĕ пур пулсан, чĕлхе нихăçан та пĕтмĕ тесе шутлатăп. Чăваш юрри-кĕвви, унăн çепĕç чĕлхи малалла та тĕнчипех янăратăрччĕ, тĕрри вара пурне те савăнтартăрччĕ.

М. ИСАЕВА,

5-мĕш класс.

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика