Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшỹре пурăнакан мăшăр

29 декабря 2017 г.

Аттепе анне - кашниншĕн чи çывăх çынсем. Вĕсем тĕпренчĕкĕсене çут тĕнче парнелеççĕ, лăпка-лăпка ỹстереççĕ, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Çывăх çынсем тăван тавралăха, халăха, çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Амăшĕпе ашшĕ пĕр тĕллевпе пурăннипе, тăрăшнипе кăна ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма пулать. Ахальтен мар кăçал Чăваш Енре чи çывăх çыннăмăрсен чыс-сумне татах та ỹстерес тĕллевпе Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулчĕ. Пирĕн хаçат страницисенче те чи пултаруллă, маттур çемьесем пирки сахал мар çыртăмăр.

Паян вара вулакансене Хырай Ĕнел ялĕнче тĕпленнĕ çемьепе, пурнăç çулĕпе 60 çул ытла пĕрле утакан мăшăрпа - Зайцевсемпе - паллаштарас килет. Валентина Петровнăпа Анатолий Сергеевич Зайцевсем - ялти чи хисеплĕ çынсем. Вĕсем пилĕк ывăла пурнăç парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, мăшăрлантарнă. Паянхи кун йăха тăсакансем - 11 мăнук çитĕнеççĕ.

Зайцевсен пурнăç çулĕ çăмăл килмен. Иккĕшĕ те мĕн пĕчĕкренех ĕçе кỹлĕннĕ. Тăван колхозра тăрăшнă. Сăмахран, Толя 10-ра чухне ашшĕ вăрçа тухса кайнă. Çак саманта вăл паянхи пек ас тăвать.

- Комсомольскине лашапа ăсатрăмăр. Анне йĕрсе юлни, атте алă сулса хăварни халĕ те куç умĕнчех. Аттене вăрçа илсе кайнăран пилĕк класс таран çеç вĕренме пултартăм, ачаллах фермăра ĕçе кỹлĕнтĕм. 10 лаша, 2 вăкăр пăхаттăм. Колхозри пур ĕçе те хутшăннă. 32 çул ĕçле-рĕм фермăра, - аса илет иртнĕ кунсене Анатолий Сергеевич.

Маттур каччă Йĕпреç районĕнче вăрман каснă çĕре те хутшăннă, сухăр та юхтарнă. Ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ вăл.

Юратнă мăшăрне Валентинăна ялтах тĕл пулнă. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер, Валя та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Фермăра ĕçленĕ вăл. Валентина Петровнăн ĕç стажĕ 50 çул ытла.

Ĕçчен те маттур çемьере вара чăннипех те харсăр ачасем çитĕннĕ. Вĕсем, паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ пулин те, ашшĕ-амăшне пулăшма, килсе çỹреме вăхăт тупаççех.

Ватăсем хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та вĕсем алă усса ларман. Анатолий Сергеевич - ялти чи лайăх платник, вăл кăçатă йăвалама та вăхăт тупнă. 20 çул ытла вара вăл пыл хурчĕсем ĕрчетет. Вĕллисене те хăех ăсталать. Ахальтен мар ун патне таврари хурт-хăмăр ăстисем опытпа паллашма килсе çỹреççĕ. Леонид ывăлĕ те ашшĕ ĕçне алла илнĕ. Вăл унăн пуян опытне ăша хывать.

Валентинăпа Анатолий Зайцевсене ĕçри ỹсĕмсемшĕн нумай наградăпа чысланă. Вĕсем - ĕç ветеранĕсем. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕскерсем, пурнăçра виçĕ çурт лартма вăй çитернĕ. Унпа пĕрлех ывăлсем çитĕннĕ.

- Йывăç-тĕм нумай лартнă. Сад илемлĕ ешерни чуна савăнтарать. Эпир пурнăçра хамăрăн тивĕçе туллин пурнăçланă. Апла пулсассăн - эпир телейлĕ çынсем. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? Вăрăм кун-çул парнеленĕшĕн, ачасен, мăнуксен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнма май пурришĕн тавах Турра, - терĕç Зайцевсем.

Ултă теçетке çул пĕрле утакан мăшăр çине пăхатăн та вĕсем чăннипех те килĕшỹре пурăннине туятăн. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине пăхса ăшшăн калаçаççĕ. Уявсенче тата вĕсем еплерех юрлаççĕ, ташлаççĕ! Анатолий Сергеевич ташша ярсассăн унăн ури çĕре лекменĕнех туйăнать. Çамрăк каччă пек ташлать вăл. Мĕншĕн тетĕр-и? 87 çулхи Анатолий Сергеевич сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Çулла çуран тата велосипедпа çỹреме кăмăллать. Хĕлле йĕлтĕр çине тăрать. Сывлăхне куллен çирĕплетет. Çитĕнекен ăрушăн вăл тĕслĕх.

Валентина Петровнăпа Анатолий Сергеевич Зайцевсен пурнăç çулĕ вăрăм пултăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика