17 ноября 2017 г.
Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан Светлана Николаевна Волкова кăçал сумлă юбилейне паллă турĕ. Унпа пĕрлех Светлана Николаевнăпа Леонид Владимирович Волковсем çемье çавăрнăранпа 45 çул çитрĕ. Çак кун вĕсемшĕн чăннипех те нумай-нумай çул асра юлмалли самантпа çырăнса юлчĕ. Хисеплĕ çемьене саламлама, çирĕп сывлăх та телей, юрату сунма ачисемпе мăнукĕсемсĕр пуçне тăванĕсем, кỹршисем, ял çыннисем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, пĕлĕшĕсем пуçтарăнчĕç. Ăшă сăмахсемпе, илемлĕ чечек çыххисемпе, парнесемпе саламларĕç.
Светлана Николаевна каласа панă тăрăх, пурнăçра уншăн чи пахи - çынсем хисеплени, ырă сăмах каласа тав туни, чирленĕ вăхăтра пулăшу панине манманни. Шурă халатлă ĕçчен ялта пурăнакан кашни çынна пулăшу панă. Ялта кăна-и? Районта пурăнакансем те унăн ĕçĕпе кăмăллă.
Светлана Николаевна мĕн пĕчĕкренех медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Чи малтанах вăл пуканесене "сыватнă", тантăшĕсемпе те "тухтăрла" вылянă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ачасен сывлăхне тĕрĕслеме килекен фельдшерсене курсассăн тухтăр пулас ĕмĕт тата та ытларах çирĕпленнĕ.
ХИСЕПЛĔ ФЕЛЬДШЕР, ЮРАТНĂ АННЕ
Маттур ĕçчен Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ те кунтах иртнĕ унăн. Ялти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канаш хулинчи медицина училищинче пĕлỹ пухнă, медсестра дипломне алла илнĕ. Маттур та тăрăшуллă хĕре Шупашкара ĕçлеме яраççĕ. Тĕп хулара икĕ çул ĕçленĕ хыççăн пурнăç çулĕ хĕре тăван яла çитерет. Светлана район больницинче ĕçе кỹлĕнет. Вăл терапи, хирурги, ача çуратмалли уйрăмсенче чылай çул ĕçлет. Çав вăхăтра вăл опытне ỹстерет, çĕннине алла илет. 1983 çулта Светлана Николаевнăна Хырай Ĕнел ялĕнчи фельдшер пунктне ĕçлеме çирĕплетеççĕ. Маттур хĕрарăм, ялта пурăнакансен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслесе тăнипе пĕрлех, профилактика ĕçĕсене те вăхăтра йĕркелесе пынă.
- Çынна сывалма пулăшма нумай кирлĕ мар. Чи кирли - вăхăтра ăшă сăмах каласа хавхалантарни. Ун хыççăн çеç сиплев курсне палăртмалла. Чи пахи - пациентпа кăмăллă калаçни, кашни япалана тĕплĕн ăнлантарни. Эпĕ çаксене яланах тĕпе хурса ĕçленĕ, - тет фельдшер.
Ачасене тĕрлĕ чир-чĕртен прививка тумалла-и, медицина пунктне пынă çынсене вăхăтра йышăнмалла-и, ватă çынсене е тин çуралнă ачасене вырăна çитсе пулăшу памалла-и, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çинчен ăнлантармалла-и - пурне те вăхăтра тата пахалахлă туса ĕлкĕрнĕ хастарскер. Юратнă ĕçре 41 çул тăрăшнăскере ял çыннисем чунтан хисеплеççĕ. Вĕсем çеç те мар, ĕçри ỹсĕмсемшĕн Светлана Николаевна Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Вăл - ĕç ветеранĕ.
ĔÇНЕ КУРА - ХИСЕПĔ
Çемье пуçĕ - Леонид Владимирович - яланах пулăшма хатĕр пулни те Светлана Николаевнăна ĕçлеме хавхалантарнă. Чирлĕ çынна, ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăма район больницине ăсатмалла-и? Чи малтанах савнă мăшăрĕ пулăшма васканă. Водитель пулнăран, Леонид Владимировичăн час-часах руль умне ларма тивнĕ. Вăл ăçта кăна çитсе курман пулĕ... Тăрăшуллă ĕçчен çулĕсене пăхмасăрах паянхи кун та "Искра" колхозра ĕçлет. Вăл - инженер. Уй-хирти ĕçсем пынă чухне е тыр-пул пуçтарма вăхăт çитсен - вăл тăрăшнипе ял хуçалăх техники яланах ĕçе тухма хатĕр. Шаннă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлать вăл. Колхоз çитĕнĕвĕнче Леонид Волковăн тỹпи те çук мар. Маттур ĕçчен водительсемпе механизаторсемшĕн тĕслĕх вырă-нĕнче. Вăл ĕçтешĕсене сĕнỹ-канашпа, ĕçпе яланах пулăшма хатĕр. Ахальтен мар унăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Вăл виçĕ хутчен пилĕкçуллăхăн ударникĕ пулнă, икĕ хутчен "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 1981 çулта Леонид Владимировича "Хисеп Палли" орден парса чысланă. Ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакан ĕçчен кашни çулах Хисеп грамоти, Тав хутне тивĕçнĕ.
КИЛĔШỸЛЛĔ МĂШĂР
Волковсем пурнăç çулĕпе алла-аллăн утма пуçланăранпа тăватă теçетке çул иртнĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра вĕсен юратăвĕ çирĕпленсе çеç пынă. Мăшăр виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухса, хăйсем йăва çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Апла пулин те тăван киле илсе çитерекен çулпа час-часах утма вăхăт тупаççĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса савăннине мĕн çиттĕр? Ашшĕпе амăшĕн телейĕ - ачисемпе мăнукĕсенче, вĕсем сывă, тĕрĕс-тĕкел пулнинче.
Волковсем - килĕшỹллĕ мăшăр, ялти хисеплĕ çынсем. Вĕсене пурте сума сăваççĕ, яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн чĕререн тав тăваççĕ. Килĕшỹллĕ мăшăр пурнăç çулĕпе хавхаланса утать, кашни куншăн Турра тав тăвать.
Н.ЗАЙЦЕВА
Источник: "Каçал Ен"