13 октября 2017 г.
Хырай Ĕнел ялĕнче маттур та хастар çынсем пурăнаççĕ. Ахальтен мар ырми-канми тăрăшаканскерсене "Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят парса чыслассине йăлана кĕртнĕ. Ырă ĕçе пуçарнăранпа пилĕк çул çеç иртнĕ пулин те, паянхи куна çак хисеплĕ ята тăхăр çын тивĕçнĕ. Акă, кăçал Ваттисен кунĕ тĕлне хатĕрленĕ уявра ялти хисеплĕ çынсене - Николай Алексеевич Белкова тата Тамара Афанасьевна Макаровăна - чысларăмăр.
Николай Алексеевич Хырай Ĕнел ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Пĕчĕклех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшне çичĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларма çăмăл пулман. Çавăнпа та Клавдия Игнатьевна ывăлĕсемпе хĕрĕсене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсессĕнех Николай колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Çуллахи вăхăтра кĕтỹ кĕтнĕ, хĕлле фермăра тăрăшнă.
1962 çулта 19 çул тултарнă йĕкĕте çара илнĕ. Виçĕ çул салтак пăтти çинĕ вăл. Çак вăхăтра водитель профессине алла илме май çитернĕ. Салтакран таврăнсассăн чи малтанах Комсомольскинчи çăкăр заводĕнче водительте тăрăшнă. Çак вăхăтра Аслă Чурачăк хĕрĕпе Риммăпа паллашнă та ăна куçран вĕçертмен. Çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Белковсем икĕ хĕрпе ывăла кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕпе хĕрĕсем Римма Алексеевнăпа Николай Алексеевича мăнуксемпе савăнтарнă. Вĕсен мăнмăнук та пур ĕнтĕ. Мăшăр пилĕк теçетке яхăн çул пĕрле алла-аллăн килĕштерсе утать. Пурнăçра хуйхи те, савăнăçĕ те, кỹренесси те пулнах, пурпĕр Белковсем пĕр-пĕрин хушшинчи юратăва сỹнме паман. Вĕсем çамрăк мăшăрсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Николай Алексеевичăн ĕç стажĕ 40 çула яхăн. Пĕр хушă вăл "Россия" колхозра ĕçленĕ. Каярах вара "Искра" хуçалăхра водитель ĕçне кỹлĕннĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех алăран автомашина рульне яман. Çак вăхăтра маттур арçын ăçта кăна çитмен, мĕн кăна турттарман пулĕ? Алли-ури ылтăнран Николай Алексеевич техникăна яланах типтерлĕ тытнă, çавăнпа унăн автомашини яланах çула тухма хатĕр пулнă. Арçын шаннă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Килти хуçалăхра та кашни япала хăй вырăнĕнче упранать.
Ĕçчен çын хисепре тесе ахальтен каламан. Николай Алексеевича ĕçри ỹсĕмсемшĕн пĕрре кăна мар Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе наградăланă. Вăл - социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи (1979, 1980 çулсем), 11-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ (1985 çул).
Тивĕçлĕ канура пулин те, ĕç ветеранĕ алă усса лармасть. Пушă вăхăтра Сергей ывăлĕпе утарта ĕçлеме вăй çитерет. "Ватă çын - тăватă çын", - тенĕ ваттисем мĕн ĕлĕкренех. Вăл ачисемпе мăнукĕсене пур ăсталăха та вĕрентме тăрăшать. Кирлĕ вăхăтра сĕнỹ-канаш парать, ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. Николай Алексеевич - çемьери тата ялти чи хисеплĕ çын. Çичĕ теçетке çул урлă каçнă пулин те, арçын ĕçре маттур, кăмăлĕпе çирĕп. Унăн пурнăç çулĕ вăрăм та такăр, сывлăхĕ çирĕп пултăр.
Н.ЗАЙЦЕВА
Источник: "Каçал Ен"