22 августа 2017 г.
Каçал тăрăхĕ пултаруллă яш-кĕрĕмрен пуян. Аслăрах çулхисем кăна мар, çамрăксем те пурнăçра çитĕнỹ патне çирĕп утăмсемпе утаççĕ. Вĕсенчен пĕри - вĕренỹре маттур пулнăшăн, çавăн пекех обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран паракан стипендийĕсене тивĕçнĕ Наталья Воробьева.
Наташа Александровка ялĕнчи Иринăпа Геннадий Воробьевсен çемйинче çуралнă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухаканскерĕн пушă вăхăт пачах та çук тесен те юрать, яланах конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнма хатĕрленет. Тăрăшуллă хĕр ытларах химипе биологи, акăлчан чĕлхипе вырăс литератури, историпе обществознани тата право предмечĕсене кăмăллать.
Хĕрупраç пирки калас пулсан ăна нумай енлĕн аталаннă тата пысăк тавракурăмлă тесен те йăнăш пулмасть. Вăл тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнса пĕрре мар Хисеп грамотисемпе Дипломсене, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Пултаруллă çамрăк хăйне ла-йăх енчен çеç кăтартать. Тĕслĕхрен, чиперкке республикăра право предмечĕпе иртнĕ олимпиадăсенче хутшăнса 2 хутчен призер пулса тăнă. Унăн пултарулăхне тивĕçлипе хакласа Пĕтĕм Раççейри "Смена" лагере кайма путевка панă.
- Анапăри "Смена" лагерь мана питĕ килĕшрĕ. Тунсăхлама вăхăт пачах та пулмарĕ, унти кашни кун пурнăçăма тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Çав вăхăтрах кану кунĕсем тавракурăма анлăлатма та пулăшрĕç. Лагерьте тĕнче шайĕнчи паллă çынсемпе - Клава Кокон, Максим Мельников солистсемпе - паллашрăм, тăлăх ачасене валли йывăçран тĕрлĕрен теттесем касса кăлармалли мастер-классене, лекцисене çỹресе свидетельствăллă пулса тăтăм, - терĕ маттур хĕрача йăл кулса. - Экскурсисемпе Анапа, Новороссийск хулисене тухрăмăр, "Горгипия" музейра, "Олимп" паркĕнче, дельфинаринче пулса куртăмăр. Пушă вăхăтра теплоходпа ярăнса уçăлса çỹрерĕмĕр. Çавăн пекех спорт мероприятийĕсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме пултартăм. Мана уншăн Хисеп грамоти парса хавхалантарчĕç.
Пултаруллă чиперкке професси суйлавĕнче, апла пулин те вăл çĕршыва тата халăха юрăхлă çын пуласшăн.
- Ыттисене пулăшма, ырă ĕç тума юрататăп. Çынсене савăнăç парнелесен пурăнас килсе каять, - тет Наташа.
Хастар та пултаруллăскерĕн çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шансах тăратăп.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"