Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агитбригада çула тухрĕ

18 августа 2017 г.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче чăннипех те хĕрỹ тапхăр: утă типĕтеççĕ, силос-сенаж янтăлаççĕ. Унсăр пуçне вырма ĕçĕ те пуçланнă. Çĕр ĕçченĕн тĕп тĕллевĕ - çитĕнсе çитнĕ тыр-пула кĕске вăхăтра пухса кĕртесси, хĕле тивĕçлипе кĕтсе илесси.

Ырми-канми ĕçлекен çынсене районти культура ĕçченĕсем хавхалантарма тата ырă туйăм парнелеме тăрăшаççĕ. Çавна май агитбригада çула тухрĕ. Вĕсем çак хĕрỹ вăхăтра кашни хуçалăхах çитме тăрăшаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, культура ĕçченĕсем çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативне çитсе килчĕç. Кунти ĕçченсем вĕсене хапăл тусах йышăнчĕç.

- Хамăр тăрăхри юрăçсем те паллă артистсенчен пĕртте кая мар, - терĕç вĕсем сыв пуллашнă май. - Тавтапуç сире хавас кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн.

Хуçалăх ертỹçи Александр Бахтеров ĕçченсен ячĕпе районтан килсе çитнĕ хăнасене ăшшăн тав турĕ, малашне те пырсах çỹреме, çĕр ĕçченĕсене тăтăшах савăнтарса тăма ыйтрĕ. Розăпа Елена Калашникова поварсем хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.

Çавăн пекех иртнĕ кунсенче агитбригада "Искра" колхозра, "Слава", "Восток" ЯХПКсенче пулса унта ĕçлекенсен кăмăл-туйăмĕсене çĕклерĕ. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче "Урожай" колхоза тата "Победа" ЯХПКна çул тытрăмăр. Унта тăрăшакансем Лариса Носова, Владимир Павлов, Валентина Курицына, Валентина Тимофеева юрăçсене кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

Тĕлпулу кашнин чĕринче ырă йĕр хăварчĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика