30 июня 2017 г.
Сар хĕвел хăйĕн шевлисене пĕр шелсĕр сапаланă пек, "Асамат кĕперĕ" ача садĕнче ĕçлекенсем те хăйсен чун-чĕре ăшшине пулас ăрăва - ачасене парас тесе тăрăшаççĕ. Уйрăмах манăн Анастасия Чаркина воспитатель, физкультура енĕпе ĕçлекен Алена Зайцева инструктор, Татьяна Саванина çинчен ырă сăмахсем калас килет. Тĕпренчĕксемшĕн вĕсем иккĕмĕш анне пекех, вĕсемшĕн темĕн тума та хатĕр. Ачасем те вĕсенчен пĕр шит те уйрăласшăн мар.
Кăçал Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май, ача садĕнче тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть ача садĕнче ĕçлекенсем, ашшĕ-амăшĕсем тата ачасем вăрманта экскурсире пулчĕç.
Кĕске хушăрах вăрман уçланки ачасен чĕвĕл-чĕвĕл сассипе тата аслисен кăмăллă калаçăвĕпе тулчĕ. Хĕвелĕ те ачасемпе пĕрле савăнма тĕв тытнă пекех, тỹпере ялкăшса ячĕ. Мĕнле кăна вăйă вылямарĕç пуль ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем - ташларĕç, юрларĕç, тĕрлĕрен тупмалли юмахсем те шĕкĕлчерĕç. Вăрманта ỹсекен йывăçсемпе тĕмсем, вĕсен çимĕçĕсем, вăрманти чĕр-чунсемпе кайăксен пурнăçĕ, ỹсен-тăрансем çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç ачасем. Çутçанталăк вăрттăнлăхĕсем çинчен тимлĕн итлерĕç. Вăрманта хăйсене мĕнле тытмаллине вĕренчĕç. Тăван тавралăха юратма, упрама вĕрентесси çакăнтан пуçланмасть-и вара? Çак пуянлăхпа илеме упрама вĕренсен-хăнăхсан, пирĕн пурнăç тата та илемлĕрех, сывăрах пулассине, пĕчĕкскерсем аван туяççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ ялтăркка хутсенчен тунă фейерверк та ачасен кăмăлне кайрĕ. Ачасем пĕчĕк чăрăшсене тĕрлĕрен хăюсемпе илемлетрĕç. Юлашкинчен вара пурте тутлă апат-çимĕç астиврĕç.
Çак кун ачасемшĕн тата ашшĕ-амăшĕсемшĕн нумайлăха асра юлĕ.
В.ПОТАПОВА
Источник: "Каçал Ен"