Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх сутуçăсенчен пĕри

30 июня 2017 г.

Комсомольски районĕ çулсерен экономика тĕлĕшĕнчен аталанса, ỹссе пырать. Кунта, паллах, районти предприятисемпе организацисен тỹпи пысăк. Тĕслĕхрен, районти потребительсен обществинех илер. Асăннă организаци паянхи кун халăха усăллă та паха апат-çимĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ырми-канми тăрăшать. Райпон пултаруллă ĕçченĕсене конкуренци пысăк пулни те хăратмасть. Тĕрĕсрех каласан, çак пулăм вĕсене тата та ытларах çанă тавăрса ĕçлеме, унсăр пуçне тытăма çĕнĕлĕхсем кĕртме хистет.

- Лавкка сентрисем тĕрлĕ таварпа, апат-çимĕçпе тата улма-çырлапа пуян. Унсăр пуçне хуçалăхра кашни кун кирлĕ таварсене те илсе килсех тăратăп. Пĕр сăмахпа каласан, халăх ыйтăвне вăхăтра, туллин пурнăçлама тăрăшатăп. Ара, çынпа килĕштерсе ĕçлени-пурăннине мĕн çиттĕр!? Вăйлă конкуренци тапхăрĕнче пире пурнăç таппинче тытса пыраканни, аталанма тата план тултарма пулăшаканни те çавă кăна-çке, - терĕ йăл кулса Мария Ивановна сутуçă.

Мария Чульмакова хĕрĕх çула яхăн райпо тытăмĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи лавккара тăрăшать.

- Малтанах эпĕ ĕçлеме пуçланă вăхăтра ялта пĕр магазинччĕ, халĕ вара вĕсен шучĕ, çумăр хыççăнхи кăмпасем евĕр, ỹснĕçем ỹссех пырать, - аса илчĕ вăл иртнĕ кунĕсене. - Хальхи вăхăтра лавккана пĕчченех ертсе пыратăп. Паллах, сутуçă ĕçĕ çăмăл текенсем питĕ йăнăшаççĕ. Кирек епле ĕç те тăрăшулăхпа хăйне юратнине килĕштерет.

- Мария Чульмакова - чи лайăх сутуçăсенчен пĕри. Вăл - тăрăшуллă ĕçчен, питĕ сăпайлă та ырă кăмăллă. Палăртнă плана та яланах тултарать. Ку çеç те мар, хут-хăмăр, пахча-çимĕç, пластмас пакетсемпе пушă савăтсене пуçтарас ĕçре те вăл чи маттурри, пултарулли, - сутуçăна ырларĕ райпон тĕп экономисчĕ Эмма Васильевна Артемьева.

Тарават та ăшпиллĕ, ырă кăмăллă Мария Ивановна лавккана килекен кашни çын ыйтăвне туллин тивĕçтерет. Пысăкрах таварсене - кирпĕч, цемент е ытти стройматериалсем - саккас парсан кил умнех çитерсе парать.

- Ял çыннисемпе тарават та уçă пулмалла, - терĕ сутуçă.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика