Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ята тивĕçнĕ

09 июня 2017 г.

Çак кунсенче "Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята парассине пăхакан комисси черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Ку ятпа çынсене ырă та пархатарлă, халăхшăн, Тăван çĕршывшăн тунă усăллă ĕçсемшĕн хавхалантарма тата Хырай Ĕнел ялĕн сăн-сăпатне улăштарса илемлетес, сумĕпе хисепне çỹле çĕклес тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн чыслаççĕ. 2017 çулта Хырай Ĕнел ялĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывакансене, халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ, чапа тухнă тата пурте хисеплекен çынсене комисси пĕр сасăллă пулса йышăннă. Вĕсен шутĕнче А.А. Самаркин - Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ; Н.А. Белков - чылай çул водительте тăрăшнă, халĕ "Искра" колхоз утарçи; Т.А. Макарова - "Искра" колхозра ферма заведующийĕнче нумай çул ĕçленĕ, халĕ хисеплĕ канура. "Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята парса чыслама, хăюпа медальне тата çирĕплетекен хутне ялта ФАП уçнă чухне парнелеме палăртнă.

Л.МАКАРОВА,

Хырай Ĕнел ялĕнчи ваттисен канашĕн председателĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика