09 июня 2017 г.
Чăваш Республикин "Республикăри яллă вырăнта пурăнакансене пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" указĕпе килĕшỹллĕн, 2013-2015 çулсенче республикăра пурĕ модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пункчĕ туса пĕтернĕ.
"Чăваш Республикинчи яллă территорисене аталантарасси" çумпрограмма тăрăх 2016-2019 çулсенче Чăваш Енре тата хушма модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайĕ. Пĕлтĕр пирĕн республикăра 25 ФАП ĕçе кĕртнĕ, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви кăçал та çавăн чухлех хута яма шантарать.
Çакăн евĕр ФАПсем Александровка тата Хырай Ĕнел ялĕсенче çывăх вăхăтра хута каймалла. Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова палăртнă тăрăх, объектсем июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла. Паянхи кун кунта строительство ĕçĕсен хĕрỹ тапхăрĕ пырать, вĕсене пурнăçлама "Солид" фирмăна шаннă.
Сăмах май, Хырай Ĕнел ялĕнче автоçулсене тĕпрен юсама пуçланă.
А.ДЕНИСОВА
Источник: "Каçал Ен"