02 июня 2017 г.
Çак кунсенче Хырай Ĕнел ялĕнчи ваттисен канашĕн черетлĕ пухăвĕнче ялăн гимнне йышăнса çирĕплетесси пирки калаçу пычĕ. Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай сăввине хатĕрленĕ, кĕвви Юрий Кудаковăн. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.С.Зайцев пухăннисене баянпа каласа кĕввипе паллаштарчĕ. Ваттисем юрласа та пăхрĕç. Гимн мăнаçлăн янăрать. Ял гимнĕ - хăйне май символ. Ачасене тулли, тĕрĕс воспитани паратпăр, ял çыннисене тăван тавралăха, пурăнакан вырăна - тăван яла - илемлетме, çыннисене хисеплеме тата хамăр историе пуянлатма вĕрентетпĕр.
Патриот туйăмĕ кашни çын чĕринчех пулмалла. Ял гимнĕн сăввипе кĕввине ватăсем уçăмлăн йышăнчĕç. Валери Туркая тăван ялшăн чылай ырă ĕç тунăшăн тав сăмахĕ каларĕç. Малашне ялти мероприятисене гимнпа уçни мăнаçлă та кăмăллă пулĕ.
Л.МАКАРОВА,
Хырай Ĕнел ялĕн ваттисен канашĕн председателĕ
Источник: "Каçал Ен"