26 мая 2017 г.
Изумруд туя пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитсен паллă тăваççĕ. Ăна кĕтсе илме хĕрỹ юрату, чăтăмлăх, ăнланулăх, тимлĕх кирлĕ. Çак сăмахсене Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан Альбина Григорьевнăпа Николай Порфирьевич Лебедевсем пиркиех каланăн туйăнать. Вĕсен кун-çулне тишкерсен чăннипех те çапла иккенне ăнланатăн.
Çемье пуçĕ нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ура çине тăма çăмăл килмен çамрăка. Хырай Ĕнел çичĕ çул вĕренмелли шкулĕнчен вĕренсе тухсан колхозра ĕçе кỹлĕннĕ, çав вăхăтрах каçхи вăтам шкулта вĕренсе алла аттестат илнĕ. Унтан 18 çулти каччă çара кайнă. Коля салтак пăттине Украинăра çинĕ. Виçĕ çул хĕсметре пулнă вăл. Çак вăхăтра вара Мускав хулинчи Çĕнтерỹ парадне икĕ хутчен хутшăнма пултарнă. Парадра вĕçекен самолетсене пăхса тăнă вăл. Çартан таврăнсанах "Россия" колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Пĕр вăхăт пушар машинин водителĕнче, механикра, техника хăрушсăрлăхĕн специалистĕнче ĕçленĕ. Николай Порфирьевич ăста та маттур шофер. Унăн водитель стажĕ - 37 çул. Ахальтен мар ăна 1977 çулта "За работу без аварии" удостоверени парса чысланă. Николай тете районти строительствăпа монтаж участокĕнче 18 çул ытла водительте тăрăшнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Николай Порфирьевич автомашина рульне алăран яман. Вăл ГАЗ-51, ГАЗ-52, ГАЗ-53, пĕчĕк автомашинăсемпе çула тухнă. Килте вара Лебедевсен яланах мотоцикл пулнă. Мăшăрĕпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе ăçта кăна çитмен-ши вĕсем? Çырла-кăмпана, хăнана каймалла-и - вĕсем "Урал" мотоцикл çине ларнă та çула тухнă.
- Паян ĕнтĕ çамрăксем мотоциклпа мар, автомашинăпа çỹреççĕ. Кашни килте тенĕ пекех "çăмăл ут" пур. Апла пулин те "Уралпа", "ИЖпа" çула тухнă вăхăтсем халĕ те асрах. Мотоциклĕсене вара Шупашкартанах кỹрсе килнĕччĕ, - каласа парать Николай тете.
Алли-ури ылтăнран яш ĕçри, килти пур техникăна та типтерлĕ те юсавлă тытнă. Çемье архивĕнче сăнỹкерчĕксемпе пĕрле Хисеп тата Мухтав хучĕсем, Тав çырăвĕсем типтерлĕн упранаççĕ. Ĕçри тăрăшулăхшăн Николай Порфирьевич сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Халĕ çемье пуçĕ тивĕçлĕ канура, ĕç ветеранĕ ята илнĕ.
Альбина Григорьевна кун-çулĕ Кивĕ Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел ялĕпе тỹрремĕнех çыхăннă. Унăн ашшĕ Григорий Иванович Иванов педагог пулнă. Чылай çул вăл Патăрьел районĕнчи Алманчă, районти Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕсен директорĕнче тăрăшнă. Амăшĕ - Александра Константиновна - ялти фельдшер пулнă. Ивановсем Кивĕ Сĕнтĕрте пурăннă, Альбинăн ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те унта иртнĕ. Комсомольски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан хĕр пĕлĕвне Канашри педагогика училищинче ỹстернĕ. Хĕрĕх çул ытла вăл Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пионервожатăйра тăрăшнă. Пенси çулне çитсен те шкула каякан сукмака тата çулталăк такăрлатнă. Унăн ĕçри хастарлăхне пĕрре кăна мар Хисеп грамотисем тата Дипломсем парса чысланă.
- Тĕслĕхрен, Пионери кунне, Тутарстан Республикинчи Кайпăç районĕнчи Чутей, Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма тата Хырай Ĕнел шкулĕсем пĕрле пуçтарăнса паллă тăваттăмăр. Тĕрлĕ мероприятисене яланах пур йышпа, хавас кăмăлпа, тĕплĕн хатĕрленсе уявлаттăмăр. Паллă ентешсемпе, маттур ĕçченсемпе мĕн чухлĕ тĕл пулу йĕркелемен пуль тата? Обществăлла ĕçре яланах хастар пулнă, - тет шкулта ĕçленĕ вăхăтсене аса илнĕ май хĕрарăм.
Альбина Григорьевнăпа, Николай Порфирьевичпа калаçатăн та, вĕсем мĕн пĕчĕкрен нимĕнле ĕçрен те ютшăнманнине, пурнăç тути-масине çамрăклах ас тивнине туятăн. Çавăнпах пулĕ вĕсем паян та вăхăта усăсăр ирттермеççĕ: кил-картишĕнче тăрăшаççĕ, чăх-чĕп тытаççĕ, пахчара тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Унта хăйсем çеç тăрăшмаççĕ, ачисемпе мăнукĕсене пĕрле явăçтараççĕ. Ачисем тенĕрен, Лебедевсем икĕ ывăлпа хĕре кун çути парнеленĕ. Юра, Эдик - Шупашкарта, Женя Сургутра тĕпленнĕ. Тăван киле илсе çитерекен çулпа вĕсем час-часах çỹреççĕ. Сăмахран, мăнукĕсем аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче çуллахи каникул кунĕсене хаваспах ирттереççĕ. Ватăсен чи пысăк пуянлăхĕ - виçĕ ачипе пилĕк мăнукĕ. Иккĕшĕ те тỹрĕ кăмăллă çынсем пулнăран вĕсен тус та нумай. Тараватлă кил хуçисем патĕнчен тăванĕсем - çамрăкки те, ватти те - тухма пĕлмеççĕ, пурте вĕсем патнелле туртăнаççĕ.
Лебедевсем 50 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Нумай-ши вăл, сахал-ши? Пĕр-пĕрне савакан, хисеплекен мăшăрсемшĕн çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнни нумай та мар пулĕ. Ахальтен мар Альбина Григорьевна çапла калать:
- 1962 çулхи майăн 15-мĕшĕнче çемье çавăрнă эпир. Унтанпа пурнăçра нумай шыв-шур юхрĕ. Паллах, тем те пулнă пуль пирĕн пурнăçра: лайăххи те, начарри те, кун-çул пĕр тикĕс килмест. Апла пулин те эпир юрату хĕлхемне сỹнме паман. 55 çул хыçа юлнине сиссе те юлаймарăмăр. Арăмĕпе упăшки яланах пĕр-пĕриншĕн тĕрев вырăнне пулмалла. Йывăрлăхра нихăçан та пĕр-пĕрне пăрахман, яланах пулăшнă, пулăшатпăр та.
Пур мăшăр та çур ĕмĕр пĕрле пурăнаймасть. Чунтан юратсан, пĕр-пĕрне упрасан çеç çак телее тивĕçме пулать иккен. Лебедевсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çамрăксене çемье тилхепине çирĕп тытса пыма вĕрентеççĕ. Вĕсен пурнăç çулĕ вăрăм та такăр, сывлăхĕ çирĕп пултăр.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"