Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун - сăваплă кун

18 апреля 2017 г.

Мăнкун - праçниксенĕн праçникĕ. Христос чĕрĕлнĕ ятпа районти 6 чиркỹпе пĕр мăнастирте ятарлă чаплă кĕлĕсем иртрĕç. Унта православи тĕнне ĕненекенсем чылайăн хутшăнчĕç.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче, каçхине, Комсомольскинчи "Вознесение Господня" чиркĕвне ватти те, çамрăкки те, йышлă пухăнчĕç. Кашниех уява чăтăмсăррăн кĕтет. Çак Мăнкун каçĕнче сăваплă çулăма района илсе килни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Николай тата Александр аттесем чиркĕве килнисене уяв ячĕпе саламларĕç, тĕрлĕ тĕслĕ çăмартасем парнелерĕç.

Луцки салинчи Хусан Турă амăшĕ ячĕпе лартнă чиркĕве те Турра ĕненекенсем Мăнкун уявне кĕтсе илме пуçтарăнчĕç. Палăртмалла, çак каç чиркĕве халăх çулран-çул ытларах та ытларах пухăнать. "Тепĕр Мăнкунччен аванах пурăнасчĕ, чир-чĕрпе хуйхă-суйхă пиртен аякра çỹреччĕр", - теççĕ вĕсем. Пухăннă халăх хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе чиркỹре районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем те металл шыракан хатĕрпех пулчĕç.

Сергий Скворцов иерей Мăнкун кĕлли ирттерчĕ. Пухăннисене иерей Патриархăн çырăвне вуласа пачĕ, халăха Мăнкун ячĕпе ăшшăн саламларĕ.

Кĕллĕн иккĕмĕш пайĕнче чиркĕве Иерусалимри Кувукли ятлă часовньăна аннă çулăма илсе килчĕç. Тỹперен аннă сăваплă çулăма Сергий атте ĕненекенсене валеçсе пачĕ, унтан хатĕрленсе килнисене сыптарчĕ. Хĕретнĕ çăмартасемпе кулич-пасхăсене те сăвапларĕç.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика