14 апреля 2017 г.
Паянхи кун йышпа пуçтарăнса халăх инструменчĕсемпе юрă-кĕвĕ каласси, ĕлĕкхи юрăсене мăнаçлăн тăсса ярса пĕтĕм таврана тĕлĕнтересси çĕнĕрен вăй илсе пырать. Апла пулсассăн юрă пурăнать-ха. XXI ĕмĕрте вăл çынна хавхалантарма, савăнтарма пăрахмасть. Пĕрне фольклор çывăх, теприне - тарăн шухăшлă шансон, виççĕ-мĕшне - аслати пек хăлтăртатакан рок, тăваттăмĕшĕшĕн сăмахĕ вуçех пĕлтерĕшлĕ мар, ташă кĕввиллĕ, виç-тăват сăмахлă композици те çырлахтарать. Кашнин чунĕ хăйĕнне ыйтать. Шăпах кăмăла каякан юрăсене шăрантарма коллектива пухăнаççĕ те пĕр шухăшлисем. Вĕсем профессионалсем мар, апла пулин те юррисем янăравлă та илемлĕ.
Районти юрăпа ташă коллективĕсемпе мухтанмалăх сăлтав çук мар. "Каçал", "Мишар", "Шурăмпуç" халăх фольклор ансамблĕсем, "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕ таврара пурăнакансене çеç мар, республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакансене те хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарма вăй-хал çитереççĕ. Юрри-кĕвви чуна тыткăнлать, вăй-хал хушать. Акă, "Кубняночка" вокал ансамбльне илер-ха. Унăн кун-çулĕ Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе - Альбинăпа Виктор Кокшинсемпе - тỹрремĕнех çыхăннă. Вĕсем - ансамбль йĕркелỹçисем.
- 70 - 80-мĕш çулсене аса илес пулсассăн, вăл вăхăтра районти предприятисемпе организацисенче, колхозсенче тăрăшакансем отчетлă концерт паратчĕç. Шăпах çак концертсенче пултаруллисем, янăравлă саслисем, маттуррисем сцена çине тухатчĕç. Ахальтен мар вăл вăхăтра хитре юрлакансене пĕр тĕвве пуçтарма шухăш çуралчĕ. 1987 çулта районти культура çурчĕ çумĕнче юрăпа ташă ансамблĕ вăй илчĕ. Мана коллектива ертсе пыма шанчĕç, Ферит Гибатдинов - хореограф. Ăна куракансем "Эпиппе" тутар ташшипе астăваççех пулĕ. Сахал мар концерт йĕркелерĕмĕр, ялсене тухса çỹренĕ. Паян та артистсем маттур. Ĕçрен пушансанах репетицисене васкаççĕ, юрлама, ташлама яланах вăхăт тупаççĕ. "Кубняночкăра" пĕр шухăшлă çынсем пуçтарăннă. Çакă вара чăннипех савăнтарать, - паллаштарчĕ Виктор Кокшин.
Халăх вокал ансамблĕ сцена çине тухнăранпа 30 çул çитнĕ май, вăл куракансем хушшинче ят-сума çĕнсе илме пултарнă çеç мар, вĕсен юратăвне тивĕçнĕ. Ансамбльсĕр районти пĕр мероприяти те иртмест. Коллективăн паянхи ертỹçи Альбина Кокшина пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен тĕллевĕ - куракансене çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе савăнтарасси. Сăмах май каласан, ансамбль репертуарĕнче 100 яхăн юрă. Сцена çине тухакансем вырăс, чăваш юррисене шăрантараççĕ. Юрăçсем тенĕрен, вĕсенчен чылайăшĕ - Маргарита Федорова, Галина Быкова, Галина Буслаева, Людмила Симендеева, Михаил Буслаев - ансамбльте 30 çул юрлаççĕ. Мăшăрсем те пур ушкăнра: Иринăпа Радий Басниковсем, Галинăпа Михаил Буслаевсем, Гали-нăпа Валерий Ванюркинсем, Нинăпа Петр Зайцевсем куракансене илемлĕ юрăсем парнелеççĕ.
- Ансамблĕн çĕнĕ репертуарĕпе паллашас текенсене вара апрелĕн 20-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрне йыхравлатпăр. Уяв каçхине 7 сехетре пуçланать. Юбилей программи тĕрлĕ юрă-ташăпа пуян пулĕ. Сире валли районти юрăçсем çеç мар, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Йĕпреç, Çĕрпỹ районĕсенчен килсе çитнĕ артистсем юрлĕç. Кичемленсе ларма вăхăт та, сăлтав та пулмĕ, - пĕлтерчĕ Альбина Кокшина.
Халăх юратăвне çухатас мар тесе ансамбль яланах çĕннине, кăсăклине, çынсене килĕшекеннине шырать. Вĕсен пултарулăх çулĕ вăрăм та чечеклĕ пултăр! "Юрă - чун уççи", - теççĕ. "Кубняночка" шăрантаракан юрăсем пирки те çаплах калаччăр пархатарлă итлекенсем.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"