14 апреля 2017 г.
Масар - таса вырăн, унта пиртен уйрăлса кайнă тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Çакна асра тытса масар çинче хамăра йĕркеллĕ тытнисĕр пуçне вилтăприсене вăхăтра тирпейлесе тăмалла, юхăнса кайма памалла мар.
- Масара тирпейлĕ тытма тăрăшатпăр. Унсăр пуçне çын вилсен шăтăк чавакансем хĕллехи кун шăнса ан чирлеччĕр тесе те шутланă. Сăмахран, Василий Белков председатель пулнă вăхăтра (шел пулин те, пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ) халăха масар çине пуçтарса тухатчĕ те çỹп-çапа тасаттаратчĕ. Каярах, вăл тăрăшнипех, масар картисене тытса çавăртăмăр, унтан çурт лартрăмăр. Укçа-тенкĕ ыйтăвне вара граждансен пухăвĕнче çынсемпе канашласа самообложени пуçтарса татса пама йышăнтăмăр. Кăçалхи çул, акă, масара тирпей-илем кĕртнисĕр пуçне ял варринче кану паркĕ йĕркелесшĕн, - терĕç Хырай Ĕнел ял старости Владимир Мукшин тата Альбина Александрова сутуçă.
Хырай Ĕнелсем çак укçапа масар çуртне кăмака лартнă. Пỹртре сенĕк-кĕреçесĕр пуçне чашăк-тирĕк те пур. Картисене çулсерен сăрлаççĕ, хуçăлнисене те улăштарсах тăраççĕ. Ытти вак-тĕвек ĕçсене тунă çĕрте те сулăм укçи пулăшать.
Тирпей-илем, тасалăх ыйтăвне халăх кар тăрса татса пама пултарни паха. Вилнисене асра тытни - вĕсене сума суни. Хырай Ĕнелсен ырă йăли нихăçан та ан сỹнтĕр, ку ытти ялсемшĕн те аван тĕслĕх тесе шутлатăп.
А.ДЕНИСОВА
Источник: "Каçал Ен"