Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район сунарçисем - чи хастаррисем

11 апреля 2017 г.

Каçал тăрăхĕнче маттур та ăста сунарçăсем пурăннине пĕрре кăна мар курса ĕненнĕ, ун пирки хаçат страницисенче те çырнă. Çакна вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса çирĕплетсе параççĕ.

Акă, çак кунсенче сунарçăсем Патăрьел районĕнчен черетлĕ çитĕнỹсемпе таврăнчĕç. Кунта çĕнтерỹсемпе тени тĕрĕсрех пулĕ. Мухтанмалăх, савăнмалăх сăлтав пур. Кăçалхипе иккĕмĕш хут сунарçăсем "Самый меткий стрелок" триатлонра тупăш-рĕç. Республикăри тĕрлĕ районсенчен тата Мари Эл республикинчен килсе çитнĕ 59 сунарçă ăмăртура вăй виçрĕ. Вĕсем хушшинче çамрăксем те, аслăраххисем те, ваттисем те пур. Кашниех ăста та маттур. Апла пулин те чи паха та хаклă парнесене Комсомольски çыннисем çĕнсе илни уйрăмах савăнтарать. Сунарçăсем йывăрлăхсене çĕнтерсе, тĕл персе финиша малтан çитессишĕн ăнтăлчĕç. Вĕсене тарăн атăпа шыв тăрăх чупасси те, ятарлă турилккесене тĕл персе лектересси те хăратмарĕ. Вĕсемшĕн çакă хăнăхнă ĕç çеç.

Ăмăртура тупăшнă пур сунарçăран та чи маттурри Валерий Нямуков пулчĕ. Вăл тĕп парнене - вăкăра тата кубока тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Руслан Михеев тухрĕ. Ăна сурăх парнелерĕç. Олег Волков "Чи хăвăрт чупакан" номинацире çĕнтерчĕ.

Юлашкинчен выляттарнă хаклă парнене - навигатора - Руслан Михеев тивĕçрĕ. Вăл тĕл перессипе чи маттурри пулчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ăмăртури хаклă парнесене пĕтĕмпех пирĕн район сунарçисем çĕнсе илчĕç. Çакă калама çук пысăк çитĕнỹ. Вĕсем чăннипех те маттур!

Сунарçăсене вăй виçме, пĕр-пĕринпе хутшăнма май туса панăшăн, ăмăртăва чăн уява çавăрнăшăн Патăрьел район администрацийĕ тăрăшнине палăртса хăвармалла.

А.АБЛАМСКИЙ,

сунарçă

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика