04 апреля 2017 г.
Чăваш Енре çитес виçĕ çулта 75 фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла. Хальхи вăхăтра республикăри 16 районта ФАПсем хăпартма пикенеççĕ.
Аса илтерер, 2013 çултанпа пирĕн регионта 125 ФАП хута янă, çав шутран 25-шне - пĕлтĕр. Çитес виçĕ çулта тепĕр 75 хăпартма палăртаççĕ.
Комсомольскисем те çак ĕçре хастар. Иртнĕ çулсенче районти ялсенче 8 фельдшерпа акушер пункчĕ çĕклесе хута янă. Тăманлă Выçлире те пĕлтĕр фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕ ял çыннисемшĕн алăкĕсене уçрĕ. Кăçал Александровка ял поселени территорийĕнче тата 2 ФАП тума палăртнă. Вĕсем Хырай Ĕнел тата Александровка ялĕсенче пулĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова пĕлтернĕ тăрăх, халĕ проектпа смета документацийĕпе ĕçлеççĕ.
Л.ШУРЯШКИНА
Источник: "Каçал Ен"