Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса хутшăнма йыхравлатпăр

04 апреля 2017 г.

Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерỹ кунĕ. Кăçал Аслă праçнике çĕршыв 72-мĕш хут уявлать.

Çак хăрушă вăрçăри çĕнтерĕве пирĕн халăх калама çук пысăк йывăрлăхсене парăнтарса, миллионшар çынна яланлăхах çухатса тата таврăнайми хурлăхлă çухатусем тỹссе çĕнсе илнĕ. Ветерансен чĕрисенче çав ылханлă çулсем кỹнĕ сурансем нихăçан та тỹрленеймĕç, вĕри куççуль йỹçекĕпе чăтса ирттернĕ асап-нуша нихăçан та манăçаймĕ. Анчах та паянхи кун çак çĕнтерĕве çывăхлатассишĕн юн тăкнă салтаксен шучĕ сахалланăçем сахалланса пырать, çамрăк ăру та асаттесен паттăрлăхĕ пирки асаилỹсемпе кĕнеке урлă анчах пĕлет. Халăхсен асĕнче çĕнтерỹ чапĕ нихăçан та ан сỹнтĕр тесе районти "Çĕр тата çынсем" музей ĕçченĕсем конкурс ирттереççĕ. Унта кашниех хутшăнма пултарать. Конкурс 4 номинаципе иртет:

- ветерансен асаилĕвĕ (видеоролик);

- эссе, сăнỹкерчĕк пулмалла;

- ỹнер ĕçĕ (гуашь, акварель);

- композици, аппликаци тата панно (кирек епле материалтан та юрать).

Конкурса хутшăнакансене 4 ушкăна уйăраççĕ: 7-10, 11-13, 14-17 çулхисем тата çитĕннисем. Ĕçсене апрелĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа майăн 2-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон - 5-22-87.

А.ПОЛЯКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика