04 апреля 2017 г.
Ăстаçăсем - вĕсем илеме курма тата ăна упрама пĕлекенсем. Ара, хитре япала вăл куçшăн, ырри вара чуншăн-çке. Çапах вĕсем пурнăçра иккĕшĕ те паллă вырăн йышăннине палăртманни - çылăх. Çĕнĕ Сĕнтĕрти Антонина Анатольевнăпа Николай Кузьмич Тимофеевсен çуртне кĕрсен тухас килмест - ешерекен чечексем чуна тыткăнлаççĕ. Стенасем çине вырнаçтарнă тĕрĕсен, çыхнă тата эрешленĕ минтерсемпе çивиттисен тыткăнне лексен ирĕксерех тĕлĕннипе ассăн сывлатăн - асам тĕнчине çакланнăнах туйăнать. Юнашар - хутран ăсталанă акăшсемпе вазăсем, юмахри вут-кайăк... Мĕн кăна çук-ши кунта?!
- Хырай Ĕнелĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн класри ачасене пĕлỹ панă вăхăтра вĕсемпе тĕрлĕрен кĕлеткесем ăсталаттăмăрччĕ. Интернет урлах оригами вăрттăнлăхĕпе паллашрăм: тăваткал каснă хута виç кĕтеслĕхе çавăратăп та килĕшекен ỹкерчĕке пурнăçа кĕртме васкатăп. Чун юратнă ĕçпе кун иртни те сисĕнмест, - каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ.
Антонина Хырай Ĕнелĕнчи Надеждăпа Анатолий Чемешевсен çемйинче 1957 çулта тĕнчене килнĕ. Вăл çуралнă кун хĕллехи тăманлăскер пулнишĕнех пуль, Турри хĕр пĕрчине пур енлĕ талант парнеленĕ.
Пĕчĕкренех Тоня ашшĕпе амăшне хуçалăхра пулăшма тăрăшнă. Çемьере вăтамми пулнă май, унăн хăйĕнчен кĕçĕнреххисене астума тивнĕ. Çав вăхăтрах хĕрача аслисем ĕçрен таврăннă çĕре вĕри апат та хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
Тăван ялти 8 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр Канашри учительсем хатĕрлекен училищĕне çул тытать. Ăслă та чипер пике унтан "пиллĕк" паллăсемпе вĕренсе тухать. Каярах пĕлĕве çирĕплетме куçăмсăр майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вырнаçать. Мăшăрланса пепке кĕтекенскере çак утăма тума çăмăлах та пулман пуль - анчах та хастар хĕрарăм йывăрлăх умĕнче пуç усма хăнăхман.
- Пĕр çурхи кун хĕлĕпе тăрантарать тенине нихăçан та асран кăларман, - тет Антонина Анатольевна. - Ĕç вăл - пурнăç илемĕ, унăн тыткăчи. Сад-пахчана чунтан юрататăп, çĕрпе ĕçленĕ чух чун-чĕре канать.
Çакна вара çуллахи кун Антонина Анатольевнăсен умĕнче пулнисем те çирĕплетĕç. Çулталăкăн ăшă вăхăтĕнче вĕсен пахчи тĕрлĕ тĕслĕн "çунать": хĕрлĕ, сарă, кăвак тата хутăш тĕссем куçа илĕртеççĕ, чĕрене савăнтараççĕ.
Мăшăрĕпе, Николай Кузьмичпа, виçĕ ачана пурнăçăн тумхахлă çулĕ çине çирĕппĕн кăларнă - ачисем кашниех аслă пĕлỹллĕ. Ĕçчен те тирпейлĕ пикесем халĕ ĕнтĕ пурте мăшăрланнă, хăйсем ача-пăча çитĕнтереççĕ. Аслисем вара пилĕк мăнукĕшĕн чунтан савăнаççĕ, тĕпренчĕкĕсене пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ.
- Тантăшсемпе паллакансен куçĕсене хĕм кĕртме, вĕсене савăнăç парнелеме пултарнишĕн хама телейлĕ туятăп. Пурнăçра хам ыттисене кирлине пĕлсе тăни мана малалла утма вăй парать, йывăрлăхсене çĕнсе тухма пулăшать, - терĕ Антонина Анатольевна калаçăва вĕçленĕ май.
Çапла, телей вăл - çывăх çынсем çумра пулни. Юратнă ĕçре тăрăшни - чун канăçĕ.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"