01 июля 2016 г.
Июнĕн 28-мĕшĕнче района ĕçлĕ визитпа ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕпе Михаил Резниковпа Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов килсе кайнă.
Михаил Сергеевичпа Петр Степановича район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин тата унăн çумĕ Александр Краснов кĕтсе илнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулура район территорийĕнчи çул-йĕрсене капиталлă юсас тата вырăнти çулсем çинче пысăк тиевлĕ машинăсене çỹреме чарас, автотранспорт хăвăртлăхне чакарас ыйтусене сỹтсе явнă.
Çав кунах Михаил Резников регионаллă тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулăн "Калинино - Патăрьел - Елчĕк", "Хырай Ĕнел - Тутарстан Республикин чикки" участокĕпе паллашнă. Кунта Хырай Ĕнел - Тутарстан Республикин чикки çулăн юсав ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрне 2014 çулхи июль уйăхĕнчех вĕçленĕ пулнă. Строительствăпа монтаж ĕçĕсен хакĕ 33 миллион тенкĕрен иртнĕ.
Ведомство министрĕ çавăн пекех Кĕçĕн Каçалпа Хырхĕрри ялĕсем хушшинчи çулăн япăх участокне те çитсе курнă. Кунта вара çитес вăхăтра юсав ĕçĕсем пуçланмалла.
Источник: "Каçал Ен"