Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлĕ уçă та ырă

07 июня 2016 г.

Александровкăра пурăнакан, ялти тĕп шкулти 9-мĕш класран вĕренсе тухнă Саша Юдина ĕçчен, маттур та пултаруллă хĕр пулнине унăн вĕрентекенĕсем те çирĕплетеççĕ. Пĕрле пĕлỹ пухакансемшĕн вăл - тĕслĕх вырăнĕнче.

Сашенька (хĕрачана юратса килте çапла чĕнеççĕ) кашни кун мĕн пурнăçламаллине палăртса хума хăнăхнă. Паянхи ĕçе вăл ырана хăвармасть. Йĕркене пăхăнса пурăнма хĕрачана мĕн пĕчĕкрен çывăх çыннисем - ашшĕ, аслашшĕ тата асламăшĕ - хăнăхтарнă. Аслашшĕпе асламăшĕ, Александр Михайловичпа Галина Михайловна, пурнăçа хаклама вĕрентсе ỹстереççĕ. Пĕртен-пĕр мăнук пулнăран-ши, ăна мĕн пĕчĕкрен хăйсем утьăкка сиктернĕрен-ши, ватăсемшĕн хĕрача - чи хаклă çын. Александр Михайловичпа калаçатăп та, вăл мăнукĕпе мĕн тери ырă кăмăллă пулнине, ăна чунтан юратнине, уншăн вăй-халне шеллеменнине ăнланатăп. Вăл хĕрачашăн - наставник, педагог, психолог, юлташ. Сĕнỹ-канашпа пулăшать, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма хавхалантарать. Паха пĕлỹ илесси çемьере пысăк вырăн йышăнать пулсассăн та, канăва хаваслă та асра юлмалла йĕркелесси те Юдинсен çемйинче чи пĕлте-рĕшли. Ахальтен мар Сашенька çуллахи каникул кунĕсене çывăх çыннисемпе Крымра ирттерет. Вĕсем сывлăхне çирĕплетеççĕ, паллă вырăнсемпе паллашаççĕ, шыва кĕрсе киленеççĕ… Çу кунĕсене Сашенька хаваслă кăмăлпа аса илет.

- Асатте манпа çулсерен инçе çула тухать. Феодосия хулинче эпир тăвансем патĕнче пурăнатпăр. Кашни кунах шыва кĕме çỹрени, паллă вырăнсене çитни яланах асра. Паллашмалли, курмалли вырăнсем татах та пур. Эпир кăçал та Крыма çитĕпĕр, экзаменсем пĕтсен, пушансан - канма вăхăт тупатпăрах, - тет ăшшăн хĕрача.

Вĕренесси паян чи яваплă ĕç пулнине питĕ лайăх туйса-ăнланса тăнăранах Саша шкулта яланах "5" паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырса, 9-мĕш класран та отличница пулса вĕренсе тухнă. Халĕ унăн хĕрỹ тапхăр пулсассăн та, хĕрача экзаменсене ăнăçлă тытассинче иккĕленỹ çук. Вăл вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех экзаменсене тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çав вăхăтрах вара район, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнма вăхăт тупнă, малти вырăнсене йышăннă. Кăçал Александровка тĕп шкулĕн команди районти "Зарницăра" пĕрремĕш пулнинче те Сашăн тỹпи пурах. Çавăн пекех вăл ишессипе, винтовкăран тĕл перессипе, шахматла выляссипе те - чи маттуррисенчен пĕри.

Александран чун киленĕçĕ пур. Вăл сăвăсем çырать, ỹкерет. Шкула утать-и е каялла таврăнать, тантăшĕсемпе вылять-и, уçăлса çỹрет-и, ĕçлет-и - сăвă йĕркисем самантрах çуралаççĕ те хут çине çырăнаççĕ. Ỹкерчĕксем те çаплах, пушă вăхăт тупăнсанах алла киçтĕк тытать те ĕçе пуçăнать. Кăçал вăл "Чĕрĕ сăмах" республика конкурсĕнче "Поэзи" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пултарулăх тупăшăвĕсенче вăл яланах малтисен ретĕнче, унăн сăввисене пысăк хак параççĕ.

- Саша, ытларах мĕнле сăвăсем çырма кăмăллатăн? Çак пултарулăх тата ăçтан пы- рать? - кăсăклантăм хĕрпе тĕл пулнă май.

- Патриотизм теми чуна çывăх. Асатте каланă тăрăх, сăвă çырасси паллă поэтран - Андрей Дементьевран - пырать. Вăл - пирĕн инçетри хурăнташ. Çынсене илемлĕ сăвăсемпе малашне те савăнтарас килет, - чунне уçрĕ хĕр.

Сăвăсене чи малтан аслашшĕ хаклать. Ăçта мĕн тỹрлетмелле, хушмалла, улăштармалла - ватăпа мăнукĕ сăвва иккĕшех якатса çитереççĕ. Кайран вара хатĕррине ашшĕпе асламăшне вуласа пăхма, хаклама сĕнеççĕ. Юдинсен килĕнче пур ĕçе те пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Çавăнпах пулĕ çемьере туслăх тĕп вырăнта. Пурте пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, сив сăмах каласа кỹрентермеççĕ, яланах пулăшаççĕ. Сашăн ашшĕ, Евгений Александрович, хĕрачана тỹрĕ çулпа утма, аслисене сума сума, тантăшĕсемпе килĕштерсе выляма хăнăхтарса ỹстернĕ. Уншăн ашшĕ - чи çывăх юлташ, шанчăклă тус. Вĕсем пушă вăхăта та пĕрле ирттерме кăмăллаççĕ.

- Саша - пур ĕçе те тума ĕлкĕрекен маттур хĕрача. Вăл вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне обществăлла ĕçре те хастар. Саша çав тери хитре юрлать. Çавна май вăл культура мероприятийĕсенчен те юлмасть. Пĕр сăмахпа каласан, ырă та уçă кăмăллă, тараватлă хĕрача. Вĕренỹре те, спортра та, шкул пурнăçĕнче те малта, - тет тăххăрмĕш класс ертỹçи пулнă Татьяна Волкова.

Сашенька малашнехи пурнăçне юридиципе çыхăнтарма ĕмĕтленет. Çак тĕллевпех вăл 9-мĕш класс хыççăн колледжа вĕренме кĕресшĕн. Хастар та пултаруллăскерĕн çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шансах тăратăп.

КРАЙ РОДНОЙ

Солнца свет и звезд тесьма -

Путь прошел ты очень длинный,

Что хранит твоя земля.

Словно берег в океане,

Райской жизни ты пример!

Не прогнется в твоем стане

Страшных горестей удел...

Предков наших честность славим,

Честь свою не продадим!

Делом наш район прославим,

Солнцем ярким озарим!

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика