17 мая 2016 г.
Александровка тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Наталья Воробьева пĕрремĕш класранах пур предметпа та "пиллĕк" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Пултаруллă хĕрĕн пĕр пушă вăхăт та çук, вăл уроксене те вăхăтра туса хурать, яланах тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнма хатĕрленет, обществознани, право, математика, акăлчан чĕлхипе физкультура предмечĕсене вара уйрăмах кăмăллать. Унсăр пуçне Наталья тĕрлĕ кĕнекесемпе энциклопедисене тишкерсе, вуласа хăйĕн тавракурăмне аталантарать.
Хĕрпĕрчи кашни çулах районти, республикăри, Раççейри конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илет. Акă, кăçал та çулталăк пуçламăшĕнче Наташа право, экономика тата физкультура предмечĕсемпе республикăри олимпиадăсене хутшăнчĕ, чи пысăк пĕлỹллĕ ачасемпе вăйне виçрĕ. Право предмечĕпе вара Наталья Воробьева малтисен йышне кĕме пултарчĕ, асăннă олимпиадăра çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ.
Наталья çĕршыври чи паллă вĕренỹ заведенийĕсем йĕркелекен олимпиадăсенчен те юлмасть. Нумаях пулмасть Санкт-Петербург патшалăх университечĕ ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри право предмечĕн олимпиадине хутшăнчĕ. Тăрăшни, хатĕрленни сая каймарĕ, Наталья унта та призерсен шутĕнче çирĕпленчĕ. Малтан куçăмсăр майпа, кайран вара çĕршыври 9-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă темиçе пин ача хушшинче 2 степеньлĕ Диплом хуçи пулса тăчĕ. Хĕрачан çитĕнĕвĕнче унăн вĕрентекенĕн, историпе обществознани учителĕн Сергей Витальевич Антоновăн, тỹпи пур, паллах. Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: пысăк ỹсĕм патне Наташăна унăн вĕрентекенĕн пултарулăхĕпе ăсĕ тата вĕренекенĕн тăрăшулăхĕпе таланчĕ илсе çитернĕ.
Çамрăкăн ĕмĕчĕсемпе тĕллевĕсем те çунатлă. Вăл çитес 2 çул хушшинче право предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илесшĕн. Çак çитĕнỹсемпе усă курса вара Мускав хулинчи юридици факультетне вĕренме кĕресшĕн.
Кăçал Наталья Воробьева 9-мĕш класс пĕтерсе Александровка шкулĕпе сывпуллашĕ. Эпир пултаруллă хĕрачана урăх шкулсенче малашне те ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума, ăна хавхалантарса тата çĕнĕ çулсем кăтартса вĕсене уçма пулăшса пыракан учительсем тĕлне лекме сунасшăн.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"