17 мая 2016 г.
Пирĕн районта ĕçчен, тава тивĕçлĕ ял ĕçченĕсем сахал мар. "Красный Октябрь", "Россия", "Знамя", "Заря" колхозсем хăй вăхăтĕнче республикипе çеç мар, çĕршывĕпех кĕрлесе тăнă, унти дояркăсем, сысна пăхакансем, çĕр ĕçченĕсем, тракторист-механизаторсем кашни çулах наградăсене, орден-медальсене тивĕçнĕ. Тăван çĕршыв ĕç çыннисене хисеплени, хаклани уйрăмах савăнтарать. Социализмла Ĕç Геройĕ ята, "Çурлапа мăлатук" медале илнисем вара районта иккĕн. Вĕсем - Леонтий Николаевич Акчуринпа Николай Федорович Миронов. Леонтий Николаевич пирки хаçатăн кăçалхи 10-мĕш номерĕнче çырнăччĕ. Паян вара сире Николай Федоровичпа паллаштарăпăр.
Николай Федорович 1924 çулта Александровка ялĕнче çуралнă. Шкулта çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн вырăнти Калинин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пикеннĕ. 1942 çулта çамрăка хĕсмете янă. Вăл Кăнтăрхĕвеланăç фронт йышĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçусене хутшăннă. 1943 çулта йывăр аманнă хыççăн тăван тăрăха таврăнса 1943-1956 çулсенче Киров тата Калинин ячĕллĕ колхозсенче тăрăшнă. 1959 çулччен вара Киров ячĕллĕ колхозра председатель çумĕ, 1966 çулччен "Россия" колхозра завхоз, 1966-1986 çулсенче "Россия" колхозра производство участокĕн заведующийĕ, бригадир тата председатель çумĕ пулса тăрăшнă.
Çав çулсенче ĕнтĕ Николай Миронов ертсе пыракан бригада ял хуçалăх культурисен пысăк тухăçĕпе районта çеç мар, республикăра та палăрнă. Николай колхозăн иккĕмĕш комплекслă бригадине ертсе пынă. Вăл 1973 çулхи "Октябрь ялавĕ" хаçатăн 21-мĕш номерĕнче çапла çырнă: "Уй-хир бригадисен, комплекслă тата специализациленĕ бригадăсен бригадирĕсен ушкăнĕ чĕнсе каланине пурнăçа кĕртес тесе бригадăри çĕр ĕçченĕсем пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Шанса панă ĕçе тĕплĕн тăвас, тăххăрмĕш пилĕкçуллăхăн виççĕмĕш çулне ăнăçлă вĕçлес тесе ỹстерсе социализмла обязательствăсем йышăнчĕç, кашни гектартан 30 центнертан кая мар тĕштырă, 170 центнер çĕрулми, 700 центнер выльăх кăшманĕ, 400 центнер куккурус пухса кĕртме сăмах параççĕ. Пĕчĕк чикĕ мар ку пирĕншĕн. Пурнăçлама майсем çитмелли куç умĕнчех. Чи малтанах эпир кадрсене вĕрентсе хатĕрлессине пысăк вырăна хуратпăр, ку кулленхи ĕçре ытларах ỹсĕм тума май парать. Кăçал та ĕçе çаплипех йĕркелерĕмĕр..."
Кашни колхозрах бригадир колхозниксен ĕç вырăнне тĕрĕс палăртма пултарни, çынсен ĕçне йĕркелеме пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Миронов бригадинче вара çуракинчи тĕп ĕçсенче яланах пĕр çынсем ĕçленĕ. Акă, тĕслĕхрен, сеяльщиксем пулма çулсеренех пĕрисенех çирĕплетнĕ. Çакă ака ĕçне пысăк пахалăхпа ирттерме май панă. Николай Федорович 1971 çулта "Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ" ордена, 1973 çулта Социализмла Ĕç Геройĕ ята, Ленин орденне, "Ылтăн çăлтăр" медале, 1985 çулта Аслă Отечествăлла вăрçăн 2 степеньлĕ орденне илме тивĕç пулнă. Николай Миронов Комсомольски районĕн ял хуçалăх аталанăвĕшĕн нумай тăрăшнă, район историйĕнче манăçми ырă йĕр хăварнă.
Аннăпа Николай Мироновсем 2 ачана - Владимирпа Людмилăна - кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, çĕршывшăн чăннипех те юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"