29 апреля 2016 г.
Мăнастирсем, чиркỹсем çывăхĕнче аллейăсем, чечексем лартасси, пĕвесем тăвасси мĕн авалтанах йăлана кĕнĕ.
Луцки ялĕнче вырнаçнă Хусан Турă Амăшĕн чиркĕвĕн прихут çыннисем чиркỹ территорине тирпей-илем кĕртме яланах пулăшса тăнă. Акă, Мăнкун уявĕ умĕн, Таса кĕçнерникун, чиркỹ çывăхне кăвак чăрăшсем лартрĕç. Сăваплă çак ĕçе чиркỹ ĕçченĕсемпе, ĕненекенĕсемпе пĕрле район администрацийĕн, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Алексей Самаркинпа Любовь Полякова та хутшăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"