29 марта 2016 г.
Пушă вăхăта тĕрлĕрен йĕркелеме пулать. Хăшĕ-пĕри спортпа туслă, тепри ал ĕçĕ тăвать, виççĕмĕшĕ кĕнеке вулама кăмăллать. Çак тĕллевпех вулавăша васкать. Кунта ачасем хайсене килĕшекен хаçат-журналпа, кĕнекесемпе паллашаççĕ, тĕрлĕ вăйă выляççĕ.
Вĕренекенсен хăй тĕллĕн вулас туртăмне аталантарас шутпа, вулавăшра тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Уйрăмах ачасене "Поле чудес" вăйă килĕшет. Вĕсем хăйсемех ыйтусем хатĕрлеççĕ, выляканĕсем те хăйсемех. Хальхинче "Тĕлĕн-мелле тĕнче - мультфильм" тема суйларăмăр. Библиотекарь малтанах ачасене "В кадре - герои сказок" кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Вăййа Анна Невская ертсе пычĕ. Сăмах май, кĕнеке вуласси - чăннипех те Аньăн чун киленĕвĕ. Вĕренỹре те хастарлăхпа уйрăлса тăрать маттур хĕрача.
Александровка тĕп шкулĕнче вĕренекенсем илемлĕ литературăна аван пĕлнине кăтартса пачĕç. Чи пултаруллисем вара 3-мĕш класра пĕлỹ пухакан Аня Иванова, 4-мĕш класри Женя Алякин тата 1-мĕш класри Саша Невский пулчĕç.
"Тавракурăма аталантарас тесен, нумай вуламалла, сăнамалла, тĕпчемелле, мультфильмсем курма та вăхат тупмалла", - терĕç ачасем.
В.ПОТАПОВА,
библиотекарь
Источник: "Каçал Ен"