Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх культура ĕçченĕ - Юлия Федорова

29 марта 2016 г.

Культурăпа кану ĕçченĕсем уявсенче, çынсем каннă вăхăтра яланах халăха савăнтараççĕ. Мартăн 24-мĕшĕнче те, хăйсен професси уявне паллă тунă кун, пирĕн районти культура ĕçченĕсем çак йăларан пăрăнмарĕç, кану каçĕ ирттерчĕç. Чи малтанах вĕсене район администрацийĕн информаци, культурăпа архив пайĕн начальникĕн çумĕ Елена Савельева çак ятпа ăшшăн саламларĕ. Ĕçре чылай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакансене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

Культура ĕçченĕсем хушшинче чи ăстине палăртас тĕллевпе "2016 çулхи чи лайăх культура ĕçченĕ" конкурса Александровка, Асанкасси, Комсомольски, Тукай, Элпуç ял поселенийĕсенчи культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Конкурса хутшăнакансен хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартма тиврĕ. Чи малтан вĕсем юратнă ĕçĕ çинчен каласа пачĕç, хăйсен калавне слайдсемпе пуянлатрĕç. Куракансене вăйă выляттарчĕç, юрларĕç, ташларĕç, костюмсен историйĕсемпе паллаштарчĕç.Чи кăсăкли вара хĕрсем паллă кинофильмсем тăрăх инсценировкăсем лартни пулчĕ. Конкурсантсем "Кавказская пленница", "Цыганочка с выходом", "Девчата" тата "Большая перемена" киносенчи героиньăсене калăпларĕç, залра ларакансене култарчĕç те, савăнтарчĕç те.

Жюри членĕсем пултарулăх тупăшăвне хутшăнакансене тĕрлĕ енчен хакларĕç, залпа ĕçлеме пĕлнине, тĕрлĕ жанрсемпе усă курнине, хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине тата ыттине те пăхрĕç. Асанкассинчи культура çурчĕн культорганизаторне Ираида Карповăна "Куракан сасси" номинаципе чысларĕç. "Фильм героини" номинацире вара Элпуçĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕ Елена Комиссарова палăрчĕ. Киров ялĕнчи клуб культорганизаторĕ Мария Шамбина "Артист", Анат Тимĕрчкассинчи культура çуртĕнче тăрăшакан Татьяна Морозова "Мастер" номинацисене тивĕçрĕç. "Чи лайăх культура ĕçченĕ" номинацие вара Дубовкăри культура çурчĕн культорганизаторĕ Юлия Федорова çĕнсе илчĕ. Конкурса хутшăннă ĕçченсене пурне те Централизациленĕ клуб системин Хисеп грамотисемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç, малашнехи ĕçре çитĕнỹсем сунчĕç.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика