Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллă та маттур

18 марта 2016 г.

 "Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - теççĕ. Сăмахăм Киров поселокĕнче пурăнакан Владимир Волков пирки. Вăл - ĕçчен те тăрăшуллă çынсенчен пĕри. Эпĕ астăвасса Володя мĕн пĕчĕкренех хушнă ĕçе хăвăрт пурнăçлатчĕ, техникăпа та кăсăкланатчĕ. Сăмахран, вăл велосипед çинче малта та, хыçалта та çутатмалли хатĕрсем вырнаçтарнăччĕ. Çакна пурнăçлама вăхăт та, ăсталăх та кирлех.

Техникумран вĕренсе тухсан Володя клубра ял çыннисене кино кăтартрĕ. Пĕр вăхăт районти киносеть директорĕнче тăрăшрĕ. Çак вăхăтра районта пурăнакансем тĕрлĕ фильмсем курса савăннине паянхи кун та лайăх ас тăваççĕ. Шел пулин те, кино кăтартасси пĕтрĕ.

Владимир Васильевич паянхи кун çемйипе Киров поселокĕнчех тĕпленнĕ. Вăл - Александровка ял тăрăхĕн депутачĕ. Юратнă ĕçре тăрăшать. Ял çыннисене района тухса çỹреме, унтан таврăнма автомашина маршручĕсем йĕркеленĕ. Çакă пирĕншĕн, ялта пурăнакансемшĕн, çав тери меллĕ.

Унпа пĕрлех Владимир Васильевич ялти шыв башнине пăхса тăрать. Юсамалла-и, пĕр-пĕр шыв пăрăхне улăштармалла-и - пур ĕçе те вăхăтра тăвать. Пысăк ĕçе пĕччен пурнăçлама çук, паллах. Киров поселокĕнче пурăнакансем те ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Акă, февраль уйăхĕнче шыв пăрăхĕсене улăштарчĕç. Çак ĕçре А.Шатилов, Г.Миронов, Н.Ефимов, Н.Груздьев, Н.Самсонов, С.Николаев, В.Куданов, А.Кольцов, В.Журавлев, А.Можаев, Э.Григорьев тăрăшса ĕçлерĕç.

Киров поселокĕн çыннисем туслă пурăнаççĕ, ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ, субботниксене хастар хутшăнаççĕ. Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова та ял çыннисене яланах хавхалантарать, пулăшать, ыйтусене татса парать.

Т.ГРИГОРЬЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика