26 февраля 2016 г.
Вут-çулăм тухнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни, йĕркене пăхăнманни. Электрооборудованипе электропроводкăсем яланах юсавлă пулмалла, вĕсене пăхса, тĕрĕслесех тăмалла, кăлтăка асăрхасассăн çийĕнчех улăштармалла е юсамалла. Килтен тухса кайнă чухне электроприборсене розеткăсенчен кăларса хăварма ан манăр.
Тĕслĕхрен, февралĕн 12-мĕшĕнче Александровка ялĕнче пĕр хуçалăхра мунча çуннин сăлтавĕ те - электрооборудованипе тимсĕр пулни. Кил хуçи хĕр-арăмĕ мунчара выльăх-чĕрлĕх валли кипятильникпа шыв ăшăтма лартнă. Çавна май удлинительпе усă курнă. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманран, электрооборудование пăхса тăманран пушар тухнă, мунча çуннă.
Çавăнпа та тимлĕх пирки ан манăр. Пушартан сыхланăр, вут-çулăм тухнине асăрхасассăнах "112" телефонпа шăнкăравлăр.
В.КИРИЛЛОВ,
районти пушар надзорĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ
Источник: "Каçал Ен"