Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешпе мухтанатпăр

12 февраля 2016 г.

Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăх кăтартнă, медаль-ордена тивĕçнĕ салтаксем, маттур ентешсем Каçал тăрăхĕнче чылай. Вĕсенчен нумайăшĕ пирки хаçат страницисенче пĕрре кăна мар çырнă. Районта пурăнакансен хăюллă çынсем пирки пĕлмеллех, вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Паян сăмахăм Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ Федор Максимович Воробьев пирки. 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăннă ентешĕмĕр пурăннă пулсассăн февралĕн 13-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тăватчĕ. Шел пулин те, вăрçă суранĕсем канăç паман ватта. Вăл 85 çулта çĕре кĕнĕ.

Федор Максимович кун-çулĕпе интересленсе хаçат-журналсемпе паллашрăм, çемье архивĕнчи документсене алла илтĕм. Акă, 1994 çулта Ф.М.Воробьев çинчен Николай Квасов "Коммунизм ялавĕ" хаçатра пысăк статья пичетлесе кăларнă. Унта вăл вăрçă ветеранĕ пирки туллин çырса кăтартнă. Хĕветĕр мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ, лашасене питĕ юратнă, юланутпа çỹреме кăмăлланă. Ахальтен мар арçын ача конюх ĕçне кỹлĕннĕ. Хăйĕн ĕмĕрне вăл "Искра" колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă.

Федор Михайлович Мускав хулинче иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă саманта яланах савăнăçлă кăмăлпа аса илнĕ: "Чехословакире мана Мускава Çĕнтерỹ парадне ярасси пирки пĕлтерчĕç, дивизи штабне илсе кайрĕç, çĕнĕ çар тумĕ пачĕç. Парада хутшăнакансем хушшинче Совет Союзĕн Геройĕсем, 3-4 орден илнисем йышлăччĕ. Ленин мавзолейĕ умĕнчен утса иртни халĕ те куç умĕнче".

Ентеш çичĕ çул Совет Çарĕнче службăра тăнă. 1939 çулхи ака уйăхĕнче ăна пĕтĕм ял-йышпа çара ăсатнă, тăван тăрăха 1946 çулта çеç таврăннă вăл. Федор Максимович нимĕç фашисчĕсенчен, яппун самурайĕсенчен, шурă финсенчен Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ, унăн ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн кĕрешнĕ. Службăна Ленинград çар округĕнче пуçланă-скер, Керчь, Новороссийск хулисене çитнĕ, Тамань çур утравĕ çинче тăшмантан сыхланмалли хатĕрсем тунă, Украинăри Знаменка хулинчен Румыни чиккине çитнĕ. Румынин тĕп хулине Бухареста, Венгрири Клуш, Сегет, Будапешт хулисене ирĕке кăларма хутшăннă. Инçет Хĕвелтухăçĕнчен вăл Пысăк Хинган тă-вĕсем урлă каçса Порт-Артур еннелле куçнă, Китая çитнĕ. Хаяр çапăçусенче салтак тăватă хутчен аманнă, апла пулин те сывалнă хыççăнах фронта васканă. Федор Максимович аслă сержант, миномет расчечĕн командирĕ, минометчиксен взвочĕн командирĕн пулăшаканĕ пулнă.

Федор Максимович Воробьев ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. Ун пирки паянхи кун та ырăпа аса илеççĕ, унпа мухтанаççĕ. Вăл - паттăр салтак, хисеплĕ атте, асатте, кукаçи, мухтавлă ентеш.

Паттăр салтака I тата II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă, II тата III степень Мухтав орденĕсем, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн", "Японие çĕнтернĕшĕн", "Кавказа хỹтĕленĕшĕн" медальсемпе наградăланă.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика