Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт тусĕ - Федор Ефимов

02 февраля 2016 г.

 Киров поселокĕнче пурăнакан Федор Леонтьевич Ефимова районта пĕлмен çын çук та пуль. Вăл, 80 çул тултарнă пулин те, йĕлтĕрпе ярăнма, çуран чупма кăмăллать. Сывă пурнăç йĕркине мĕн ачаранах хăнăхнăскер, спортпа яланах туслă пулнă, пулать те.

- Физкультура тунăран, йĕлтĕрпе ярăннăран манăн сывлăх çирĕп, кăмăл уçă. Пурăнма вăй-хал çителĕклĕ, - тет Федор Леонтьевич.

Ветеран районта иртекен ăмăртусене яланах хутшăнма вăхăт тупать. Йĕлтĕрпе чупмалла тесессĕн вара вăл вун-вун çухрăма парăнтарма хатĕр. Тăван ялта йĕлтĕрне сырать те район центрне çитет. Федор Леонтьевич Комсомольски вăрманĕнче ярăнса киленме кăмăллать. Хăйĕн 80 çулхи юбилейне те спорт ветеранĕ вăрманта паллă турĕ. Пурте пĕрле йĕлтĕрпе ярăнтăмăр, кăвайт çинче шỹрпе пĕçертĕмĕр, тутлă чей ĕçсе ăшăнтăмăр. Хĕллехи вăрман та юмахри пекех хитре, сывлăш уçă. Канма та, уçăлса çỹреме те, йĕлтĕрпе ярăнса киленме те мĕнлерех аван.

Çамрăксен Федор Ефимовичран тĕслĕх илмелли пурах. Пушă вăхăта телевизор курса, компьютерпа выляса ирттериччен йĕлтĕр сырса чупасчĕ, конькипе ярăнса киленесчĕ. Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетет, вăй-хал хушать.

Р.МОИСЕЕВ,

ватă йĕлтĕрçĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика