Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшши эс, ытарайми Анне!

28 ноября 2015 г.

Анне кунĕ Раççейре чи çамрăк уявсенчен пĕри пулин те, ăна кашни çулах анлăрах та анлăрах паллă тума пуçларĕç. Чăннипе, çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен этемлĕхе пурнăç парнелекен, упраса ỹстерекен хĕрарăм-анне çакна тивĕçлĕ. Районти хĕрарăмсен канашĕ Анне кунĕн пĕлтерĕшне,чысне-сумне çĕклес тесе çулсеренех мероприятисем йĕркелет. Акă, ноябрĕн 26-мĕшĕнче те районти культурăпа кану çуртĕнче пысăк уяв туса пачĕ. Программăна ача садне çỹрекенсем, шкулта вĕренекенсем уçни вара хĕрарăмăн çĕр çинчи тивлечĕ çинчен тепре аса илтерчĕ. Пĕчĕкскерсем вуланă сăвăсене итлесен нумайăшĕн питне йăл кулă çутатрĕ, теприсен куçĕнче куççуль тумламĕ палăрчĕ, ку вăл - савăнăç куççулĕ.

Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Валентина Курицына залра ларакансене сумлă уявпа ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ачасенчен пархатар, пурнăçра телейпе килĕшỹлĕх сунчĕ. Ун сăмахĕсем çумне экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина та хушса каларĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн Алексей Самаркинăн чечек çыххине парнелерĕ.

Хамăр тăрăхри чи маттур, хастар, пултаруллă хĕрарăмсене тĕрлĕ номинацисенче чысларĕç. "Халăх культурипе йăли-йĕркине упраса ăруран ăрăва парса пынăшăн" номинацире Дубовка ялĕнчи Елизавета Константиновна Сорокина, Урмаел ял тăрăхĕнчи Фэхри Гадельзяновна Акшова, Аслă Çĕрпỹел тăрăхĕнчи Маргарита Вениаминовна Григорьева чыслава тивĕçрĕç. "Культура - тăван ен чунĕ" номинацири çĕнтерỹçĕсем вара - Татьяна Макарова (Аслă Чурачăк), Светлана Петрова (Çĕнĕ Мăрат), Ольга Александрова (Хирти Сĕнтĕр). Шурут ял тăрăхĕнчи Ирина Алексеевăна, Хырхĕрри тăрăхĕнчи Луиза Петровăна, Асанкассинчи Людмила Катмаковăна "Хĕрарăмăн шанчăклă аллинче..." номинацире хакларĕç. "Тимлĕхпе анне ăшшишĕн" номинацире Комсомольскинчи Гульшат Тукаева, Александровкăри Татьяна Миговорова, Хирти Явăшри Ирина Комиссарова, Хирти Мăнтăрти Светлана Ефимова сцена çине тухрĕç. Çỹлерех асăннă хĕрарăмсем, пурте икшер е ытларах ача ỹстернисĕр пуçне, общество пурнăçĕнче те хастар, алĕç ăстисем, нихăçан та пуçне усмасăр кил-çурт, çемье вучахне упраççĕ.

Пирĕн патшалăх икĕ е ытларах ача çуратнă çемьесене сисĕмлĕ пулăшу парать. Акă, уявра РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн аслă специалисчĕ И.И.Самарина çичĕ амăшне çемье капиталĕн сертификатне пачĕ. Çичĕ сертификатран иккĕшĕ - Чăваш Республики виççĕмĕш ача çуратнăшăн панăскерсем.

Килĕшỹре, юратупа пурăнакан çемьере çеç ачасем телейлĕ ỹсееççĕ, ашшĕ-амăшне хисеплеме хăнăхаççĕ, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Кун пек мăшăрсем пирĕн районта чылай. Кăçал вара Комсомольскинчи Людмила Васильевнăпа Николай Васильевич Давыдовсем (çемье стажĕ - 55 çул), Вера Федоровнăпа Виталий Борисович Мамуткинсем (53 çул пĕрле), Тăманлă Выçлири Самаркинсем (55 çул алла-аллăн утаççĕ) чыс-хисепе тивĕçрĕç.

Тĕрлĕ сăлтавпа ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене çемьене илесси юлашки çулсенче ытларах та ытларах тĕл пулать. Питĕ пысăк тỹсĕмлĕхпе чăтăмлăхлă, ăшпиллĕ çынсем çеç çак утăма тăваяççĕ. Хăйсен çемйине тăлăхсене йышăннă Евграфовсене, Степановсене, Кульгеевсемпе Тагировсене каланă ăшă сăмахсемпе кăмăлтан кỹнĕ парнесем чĕрене çу сĕрнĕ пекех туйăнчĕç пуль.

Уява ял поселенийĕсенчен килнĕ художество пултарулăх коллективĕсем илемлĕ те чуна пырса тивекен юрă-ташăпа илем кỹчĕç.

Хĕрарăмсен районти совечĕ вара уяв йĕркелесе ирттерме пулăшнă спонсорсене - Ремис Мансурова, Александр Бахтерова - тав сăмахĕсем каласа пурнăçра ăнăçусем сунать.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика