24 октября 2015 г.
Кăçал кĕрхи çанталăк уяр тăни ял хуçалăх ĕçченĕсене ĕççине вăхăтра вĕçлеме май пачĕ. Уй-хирте ĕçлеме те кăмăллă пулчĕ. Ял хуçалăх культурисене вăхăтра тирпейлĕ пуçтарса кĕртнишĕн чи малтанах, паллах, ертỹçĕ тата агроном савăнать. Çуркунне акнă культурăсем аван тухăç парсан - пушшех те.
Акă, "Искра" колхоз агрономĕ Татьяна Леонидовна Мартынова та çулла куллен ĕç кунне уй-хире пăхса çаврăннинчен пуçлать. Кĕркунне тыр-пул, пахчаçимĕç тухăçĕшĕн савăнать, уй-хир хитрелĕхĕпе киленет.
- Ирпе ирех хире тухса кашни курăк куç умĕнче чĕрĕлнине, хĕвелĕн пирвайхи пайăркисем сывлăм пĕрчисем çинче йăлтăртатнине сăнанинчен, тăрин чи малтанхи юррине тăнланинчен ырри тата мĕн пур? - пуçларĕ калаçăва Татьяна Леонидовна.
Чăннипех те çапла, агроном ĕç вăхăтне шăпах уй-хирте ирттерет. Ăçта, мĕн, епле çитĕннине тĕрĕслет. Кашни япалана шута илет. Кăçал тата çитес çул ăçта мĕн лартмаллине пăхса хурать. Кирек мĕнле пулсан та тыр-пул тухăçĕ хамăр епле ĕçленинчен, мĕнлерех тăрăшнинчен килнине лайăх пĕлет агроном. Çавăнпа та çанталăка, хăйне тата ĕçченсене яланах шанать.
Татьяна Мартынова агроном ĕçне кỹлĕннĕренпе 13 çул çитнĕ. Çак вăхăтра вăл пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ. Халĕ ĕнтĕ хăй те çамрăксене вĕрентме пултарать. Анчах та ял хуçалăхне ĕçлеме килес текенсем çук çав. Пурте хулана куç хываççĕ. Татьяна Леонидовна Василий Алексеевич Белков председательпе ĕçленĕ вăхăта ăшшăн аса илет. Опытлă ертỹçĕ çамрăка яланах пулăшса, вĕрентсе пынă. Унăн паха канашĕсемпе агроном паянхи кун та усă курать.
"Искра" колхозра кăçал уйрăмах куккурус ăнса пулнă. 90 гектар çинче çитĕнтернĕ культурăна пысăк тупăшпа пуçтарса илнĕ, 23677 центнер силос хывнă.
- Кăçал куккурусăн "Росс-199" сорчĕ тухăçпа чăннипех савăнтарчĕ. Юлашки 5 çулта пирĕн тăрăхра вăл аван ỹснине ас тумастăп. 2 метра яхăн çитĕннĕ культурăран выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Вăл çав тери паха апат шутланать. Куккуруссăр сăвăм ỹсĕнмест. Çавăнпа та килес çул, тен, ытларах та акăпăр. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх валли 5185 центнер утă, 7237 центнер улăм, 676 тонна сенаж хывса хăварнă, - тет ĕç-хĕлпе паллаштарса агроном.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем те кăçал аван çитĕннĕ. Кашни гектартан вăтамран 25,8 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Хырай Ĕнелсем районта чи лайăх тухăç илнисен йышĕнче. Апла пулсассăн хуçалăхра ĕçе кирлĕ пек пурнăçласа пыраççĕ: вăхăтра сухалаççĕ, сỹрелеççĕ, акаççĕ, минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ, им-çам сапаççĕ... Чи пахи вара - вăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хырай Ĕнелĕнче вĕсене тăтăшах çĕнетсе тăраççĕ, элита вăрлăхсем туянма тăрăшаççĕ. Пурне те шута илсе, тĕпе хурса ĕçлени тухăçпа савăнма май парать.
Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлени те ỹсĕмсем тума пулăшать. Сăмахран, Татьяна Леонидовнăн мăшăрĕ те - Сергей Михайлович - 20 çул ытла тăван колхозра ĕçлет. Вăл тракторист та, комбайнер та, водитель те. Ĕçе яланах вăр-вар та пахалăхлă пурнăçлать. Мартыновсен аслă ывăлĕ Артем та амăшĕн çулĕпе утнă. Вăл - Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, агроном пуласшăн. Тен, амăшĕн ĕçне тăсаканĕ пулĕ.
Паян вара Татьяна Леонидовна çитĕнтернĕ тухăçпа савăнать, çитес çул тата та ытларах илес ĕмĕтпе ĕçе утать. Пусă çаврăнăшне, хăш хире мĕн чухлĕ им-çам кăлармаллине, ăçта тата мĕн акмаллине палăртать.
А.АНТОНОВА
Источник: "Каçал Ен"