Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çичĕ ял тăрăхĕнче пуçлăхсем паллă

14 октября 2015 г.

Иртнĕ эрнере конкурс комиссийĕсем районти 9 ял поселенийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕнче ĕçлес текенсен докуменчĕсене йышăнассине вĕçленĕ. Октябрĕн 12-мĕшĕнче вара Элпуç, Асанкасси, Кайнлăк, Комсомольски, Аслă Çĕрпỹел, Хырхĕрри, Тукай, Урмаел ял тăрăхĕсенче конкурс комиссийĕсен канашлăвĕ иртнĕ, вĕсем ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсем сĕннĕ кандитатсене пăхса тухнă.

Ял тăрăхĕсенчи депутатсен Пухăвĕсен йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне - Владимир Николаевич Гордеева, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне - Николай Николаевич Карпова, Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхне - Альберт Германович Кузьмина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхне - Юрий Николаевич Митюкова, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхне - Геннадий Герольдович Ракчеева, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне - Геннадий Егорович Ефремова, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхне Анатолий Николаевич Воробьева çирĕплетнĕ.

Тукай тата Урмаел ял тăрăхĕсенче конкурса тепĕр хутчен йĕркелеме йышăннă. Шурут, Чĕчкен ял тăрăхĕсенче вăл октябрĕн 19-мĕшĕнче иртет. Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхне хальхи пуçлăхпа çырнă контракт вăхăчĕ тухсан, конкурс комиссийĕпе суйласа палăртĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика