14 октября 2015 г.
Вĕрентекенĕн ĕçĕ ĕлĕкренех яваплă та хисеплĕ шутланнă. Учитель ачасене пĕлỹ тĕнчине ертсе кĕрет кăна мар, вăл çамрăк ăрăва воспитани те парать. Унăн сăмахĕ кашни ачашăн пĕлтерĕшлĕ.
Пуян чун-чĕреллĕ, пысăк опытлă, пултаруллă педагогсенчен пĕри - Антонина Анатольевна Трофимова (Чемешева). Вăл 36 çул ачасене пĕлỹ тĕнчипе паллаштарнă. Пуçласа партта хушшине ларакансене вулама, çырма, шутлама вĕрентнĕ, тĕрлĕ ĕçе явăçтарнă. Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕскер, хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех тăван тăрăхпа çыхăнтарнă. Вырăнти шкулта ĕçленĕ, ял каччипе мăшăрланнă, çемйипе Хырай Ĕнелĕнчех тĕпленнĕ.
Антонина ялти 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ пухнă хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă. Алла диплом илнĕ педагога направленипе хамăр районти Нĕркеç тĕп шкулне ĕçлеме янă. Кĕçĕн классене пĕр çул вĕрентнĕ хыççăн Антонина Анатольевна Хырай Ĕнел шкулне куçнă. Тăван шкулта 1977 çулта ĕçе кỹлĕннĕ те, 2012 çулччен ырми-канми тăрăшнă. Çак вăхăтра вăл мĕн чухлĕ ачана вĕрентсе кăларман-ши?
- 36 çул хушшинче чăннипех те нумай ачана пĕлỹ панă. Вĕсенчен чылайăшĕ - пысăк опытлă специалистсем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ паллă çынсем. Тăван тăрăха килсессĕн яланах тĕл пулса калаçатпăр. Салам вĕçтерекенсем те пур. Хисеплени чăнипех те савăнтарать, - тет педагог.
Хĕрарăм, халĕ тивĕçлĕ канура пулин те, алă усса лармасть. Унăн чун киленĕçĕ пур, Антонина Анатольевна оригамипе кăсăкланать. Пилĕк çул каялла унпа интересленме тытăннăскерĕн çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Халĕ вăл темĕн тĕрлĕ япала та ăсталама пултарать. Тĕрлĕ тĕслĕ хутран чечексем, акăшсем, вазăсем, чĕрчунсемпе кайăксем тăвать.
- Оригами мелĕпе мĕнле ĕçлемеллине интернетра пăхса хăнăхрăм. Чи малтанах хутран акăшпа торт хатĕрлерĕм. Халĕ те, ăсталăха ỹстерес тесе, ыттисен ĕçĕсемпе паллашатăп. Çавăн пекех вĕренекенсене те хăнăхтаратăп. Шкулта ĕçленĕ вăхăтра ятарлă кружок та ертсе пынă. Манăн вĕренекенсем район, республика конкурсĕсене пĕрре кăна мар хутшăнса ĕçĕсемпе палăрнă. Акă, Настя Тимофеева оригамипе кăсăкланать. Çитĕнĕвĕсем те пур, - тет ĕçĕсемпе паллаштарса ăстаçă.
Антонина Анатольевнăпа Николай Кузьмич Трофимовсем 3 хĕр çитĕнтерсе вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Марина, Алина, Наташа - Чăваш патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕсем. Сăмахран, Алина худграф факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Диплом ĕçне те чăваш тĕррине халалланă. Хĕрĕсем тĕрлĕ ал ĕçĕ тума маттур. Çакна амăшĕ мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ỹстернĕ. Халĕ те сĕнỹ-канашпа пулăшма хавас. Хĕрĕсем те амăшĕн ĕçĕсенчен тĕлĕнме пăрахмаççĕ, хăйсем те вĕренеççĕ. Антонина Анатольевна вара татах та хитре япаласем ăсталас тĕллевпе пурăнать. Тĕрлĕ тĕслĕ хутсене алла илет те пĕчĕккĕн-пĕчĕккен акăш, кăвакарчăн, чỹлмек, чечек пуçтарса калăплать. Вĕсем чуна илĕртеççĕ, çепĕçлĕх парнелеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"