Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк талантсене тупса палăртма - конкурс

10 октября 2015 г.

Вулакансем чăваш кĕнеке издательстви хатĕрлесе пичете кăларнă кĕнекесене хакласа пĕрре кăна мар çыру яраççĕ. Çавăн пекех кашни çулах йĕркелекен "Чăваш кĕнеки. Çамрăк талантсем" конкурс пирки те ырăпа асăнаççĕ.

- Ачасене кĕнеке çырма хавхалантарнăшăн тавах. Хырай Ĕнелсем пуçласа конкурса Виталина Шаринкинан ал вĕççĕн çырнă пĕрремĕш кĕнекине тăратрĕç. Ун хыççăн ыттисем те тĕслĕх илсе конкурса кĕнеке хыççăн кĕнеке çитерчĕç.

Пĕр кĕнеке "Тетте" журналта пичетленчĕ. Çавăн пекех районти тĕп библиотекăра "Ачасен кĕнекисем" выставка та йĕркелерĕç. Чылай вĕренекен унпа паллашнă та ĕнтĕ. "Эпир татах та конкурса хутшăнасшăн", - çырать Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекен Зелфа Шаринкина.

Аса илтеретпĕр, ĕçсене октябрĕн 12-мĕшĕччен йышăнатпăр. Адрес: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 820-мĕш пỹлĕм, Чăваш кĕнеке издательстви. Çавăн пекех калавсене, хайлавсене, эссесене nadesda -1@yandex.ru электрон адрес çине вĕçтерме пултаратăр. Конкурса тесе палăртма ан манăр.

Çĕнтерỹçĕсене тĕрлĕ номинацисемпе палăртаççĕ, "Интереслĕ кĕнеке" темăпа çырнă чи лайăх хайлав е калав, "Манăн чи юратнă герой" чи лайăх ỹкерчĕк , "Вулама сĕнетĕп" ятпа чи лайăх хатĕрленĕ плакат, буклет, открытка е календарь,

"Чи лайăх ача кĕнеки" (хăвăрăн алăпа кĕнеке хатĕрлемелле, ỹкерчĕксем кĕртмелле, автор пирки пĕлтермелле), кĕнеке пĕлтерĕшĕ пирки çырнă чи лайăх эссе. Çавăн пекех конкурс условийĕсене те çирĕп пăхăнмалла. Конкурса 2010-2015 çулсенче пичетленнĕ кĕнекесем çеç хутшăнаççĕ. Жюри членĕсем ача хатĕрленĕ ĕçсене кăна хаклаççĕ, вĕсене чăвашла е вырăсла çырмалла.

Конкурс положенийĕпе www.chuvbook.ru сайтра паллашма пулать.

О.ИВАНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика